27 ноября 2009 г.
Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Ăна “Шкулпа çемье килĕшсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесси” темăпа ирттерчĕç.
Пухăва Н. В. Ефимова вĕрентекен пурне те ырлăх-сывлăх сунса уçрĕ, кун йĕркипе паллаштарчĕ. Шкул ачисемпе вĕрентекенсен 2009—2010 вĕренÿ çулĕнче туса ĕлкĕрнĕ çитĕнĕвĕсене электронлă презентаци евĕр курса тишкерчĕç. Район, республика, Раççей шайĕнче вĕренÿ, спорт енĕпе палăрнă вĕренекенсемпе вĕсен ертÿçисене И. В. Кускова директор саламларĕ, грамотăсемпе дипломсем парса чысларĕ. П. З. Владимирова, “Заволжский” клуб ертÿçи, “Анат Чулхула Газпром трансгаз” ООО хăйсен ĕçченĕсен ачисем хушшинче ирттернĕ “Подсолнушник” тупăшура çĕнтернĕ вĕренекенсене саламларĕ, вĕсен пултарулăх ĕçĕсене кĕртнĕ кĕнекисене шкула парнелерĕ. Л. Н. Крутова, директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, пĕрремĕш чĕрĕк пĕтĕмлетĕвĕсемпе, 2008—2009 вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче тытнă пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен (ЕГЭ) кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Пухăннисем пулăшу панă укçа-тенкĕне ăçта вырнаçтарнине, çул çитмен ачасем çĕрлехи вăхăтра ашшĕ-амăшĕсемсĕр обществăлла вырăнсенче хăйсем тĕллĕн пулмалла мар тесе калакан саккуна итлесе пĕлчĕç. 10-мĕш класра вĕренекен арçын ачасем хальхи вăхăтра пысăк вырăн йышăнакан компьютер вăййисем ачасем çине мĕнле витĕм кÿме пултарнине хăйсен сценкинче выляса кăтартрĕç. Ача амăшĕн кунĕ çывхарать. Çак уяв ячĕпе саламласа К. Сергеева илемлĕ юрă парнелерĕ. Юлашкинчен ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисем вĕренекен класĕсем тăрăх пайланса унти лару-тăрупа паллашрĕç.
* * *
Шывпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Шкулти учительсем уçă уроксем ирттерчĕç. Уроксем хыççăн ашшĕ-амăшĕсем валли ачасем концерт лартса пачĕç. 6-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасем çав тери хитре юрăсем шăрантарчĕç. 9-мĕш класри Ирина Петрова пултарулăхĕ пурне те тыткăна илчĕ. Концерт хыççăн пухура тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухрĕç.