АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çерук кинемей

27 ноября 2009 г.

 

Тури Хурасан ялĕнче çуралнă вăл. Элĕк районĕнчи Энехметпе юнашарти ялтан, тĕрĕссипе. Халь кунта вăтăр киле яхăн. Трак тăрăхĕнчи Мăн Шетмĕрен сакăр çухрăмра вырнаçнă ку ял.

Мăн Шетмĕре пурăннă Çерук кинеми хут çинче (Серафима Никитична Никитина) 1905 çулхи çу (май) уйăхĕн 17-мĕшĕнче Тури Хурасан ялĕнче çуралнă. 1928 çулта Мăн Шетмĕри Авраам Михайлова качча тухнă. А. Михайлов — С. Никитинан иккĕмĕш упăшки. Виçĕ вăрçă ветеранĕ пулнă.

Çерук кинемейпе тĕл пулнă самант халĕ те асрах-ха. 2005 çулхи çу уйăхĕччĕ. Эпĕ çуллен, районта чи нумай пурăнакан çынсем çинчен çырса кăтартма хăнăхнăскер, пĕр ирпе Мăн Шетмĕ тăрăхне çаврăнса çитрĕм. Çерук кинемейпе курнăçиччен Мăн Шетмĕри ватăсемпе куçа-куçăн калаçас шухăш çуралчĕ манăн. Ун чухне 100 çулалла çывхарса пыракан С. Никитина Шупашкарта пурăнатчĕ. Ку хыпар-хăнара мана асăннă ялти педагогика ĕçĕн ветеранĕ Дмитрий Ильич Ильин пĕлтернĕччĕ. Сумлă ватăпа чылайччен сăмах çăмхине сÿтрĕмĕр.

— Эпир, акă, ялти Совет Союзĕн Геройĕ Владимир Васильев ячĕллĕ урамри 14-мĕш çуртра пурăнатпăр. Çерук кинемейĕн çурчĕ — 8-мĕш номерлĕ. Халь ватăна хулари хваттерĕнче кинĕ — Фрося Авраамова — пăхать, — хăй калассине пытармарĕ Дмитрий Ильич. — Чăрмав пулсан та çитсе курăр-ха ăна.

Шупашкарти Ф. Энгельс урамĕнчи 31Ĕ1 çуртри 67-мĕш хваттере чылай вăхăт шырамарăм эпĕ. Ытти çуртсем хушшине пытаннă вăл тĕп урамран. Çынсенчен ыйтса пĕлнипе хăвăртах шыраса тупрăм ăна.

— Кĕрĕр-кĕрĕр, иртĕр малалла, — кăмăллăн йышăнчĕ мана кил хуçи хĕрарăмĕ. — Мĕн çăмăллăхпа çÿретĕр-ха?

Сăлтавне уçсан, тăруках шарламарĕ-ха хăй. Унтан: “пурăнать Çерук кинемей, халь кăштах выртса канать-ха”, — пĕлтерчĕ Фрося Авраамова. — Калаçма пултарать, хăлхисем çеç витĕрех мар та...

Çерук кинемин кинĕн — Фросьăн — виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер, таса та çутă. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Апла-капла сапаланса, хваттер сăн-сăпатне илемсĕрлетекеннине асăрхаймарăм эпĕ. С. Никитина пĕр пÿлĕмри диван çине тĕшĕрĕлнĕ те тутлăн мăш! мăш! тутарать.

— Тăр-ха, тăр, санпа калаçасшăн... Ятарласах Трак тăрăхĕнчен çитнĕ, — хунямăшне аяк пĕрчинчен лăпкаса вăратрĕ кинĕ. — Тăрса лар!..

Çерук кинемей васкамасăр тăрса ларчĕ. Ватлăх йĕррисем хупланă сăн-питрен куç лакăмĕсенче хăмăр куçсем йăлтăртатаççĕ. Хăй паян-ыран çуралнăранпа 100 çул çитессине питĕ аван ăнланать кинемей. Ăна кун пирки кинĕсем те, мăнукĕсем те пĕлтерсе хунă ĕнтĕ. Юбилее тăван кĕтесе çитсе паллă тума, уява мĕн пур тус-тăванĕсене йыхравлама палăртнине те пĕлет вăл.

— Манăн пурнăç Мăн Шетмĕ тăрăхĕнчи Мăн Шетмĕ ялĕпе çыхăнчĕ. Тивĕçлĕ канăва тухичченех колхозпа совхоз ĕçĕ-хĕлĕнче вăй хутăм. Нихăçан та усалпа асăнман ман ята. Мĕн чухлĕ çынна ырă турăм, пулăшрăм пуль. Тен, çавăнпах та-ши, Турри вăрăм кун-çул пачĕ мана.Спаççипах, — тенĕччĕ пилĕк çул каялла Çерук кинемей. — Мĕнле килме пĕлтĕр...

Йышлă çемьере ÿснĕ Çерук. Унăн ашшĕне Тури Хурасанта — Никита Савельев, амăшне Перасковья Сидорова пулнипе пĕлнĕ. С. Никитинан ашшĕ виçĕ хутчен авланнă. Шел пулин те, икĕ арăмĕ ача çуратнă чухне вилнĕ. Çерук Никитăн малтанхи арăмĕнчен çуралнă. Хĕр ача икĕ çул Чăваш Сурăмĕнчи шкулта вĕреннĕ. Колхозра ĕçленĕ чух ăна хăй килĕштермен çынна качча панă. Мĕн тăвăн, юрату кăварĕ йăлкăшаймасан, ăçтан-ха çемье çирĕплĕхĕ пирки калаçăн? Ирĕксĕрех уйăрăлнă та Мăн Шетмĕри Авраампа пĕрлешнĕ. А. Михайлов 1900 çулхи октябрĕн (юпа) 26-мĕшĕнче çуралнă.

Мăшăрĕпе çичĕ ача çуратнă С. Никитина. Пиллĕкĕшĕ çеç пурăннă. Халь пирĕн хушăра Лидăпа Нина кăна тăрса юлнă. Лида 1930 çулта çуралнă, халь вăл Самар облаçĕнчи пĕр поселокра пурăнать. Нина хамăр тăрăхри Кăлава ялĕнче тĕпленнĕ. Тăрăшуллă хĕрарăм пулнипе палăрать. Кăçалхи декабрĕн 25-мĕшĕнче 74 çул тултарать.

Çерук кинемин чи кĕçĕн ывăлĕ — Петр. Вăл — Фрося Мироновнан мăшăрĕ. Ывăлпа хĕр кил хуçи хĕрарăмĕн. Шел, Петр, 1947 çулта çуралнăскер, çамрăклах вилнĕ.

Çерук кинемин 100 çулхи юбилейне, малтан палăртнă пекех, Мăн Шетмĕре ирттерчĕç. Çав уяв Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче аслă Çĕнтерÿ тунипе — 60 тата пирĕн района туса хунăранпа 70 çул çитнипе паллă юлчĕ. Юбиляра ун чух аякран тата çывăхран пухăннă тус-хурăнташ, ял-йыш чун-чĕре ăшшипе, тарават сăмахсемпе саламларĕ, парнесемпе чысларĕ. Çав шутра район пуçлăхĕн — С. Николаевăн Тав çырăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Пурнăçăн юлашки çулĕсене, 12 çул ĕнтĕ, Çерук кинемей Шупашкарта кинĕ — Ф. Авраамова хваттерĕнче пурăнса ирттерчĕ. Вăл 2006 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче пирĕнтен уйăрăлса кайрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика