27 ноября 2009 г.
Ватлăх енĕпе тăрăшакан ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн ĕçченĕсем çын ĕмĕрне вăрăмлатас, вăхăтра та сывлăхлă пулас ыйтусемпе вăй хураççĕ. Вĕсем шутланă тăрăх, мĕн пур чир наянлăхран килет.
Акă, мĕн сĕнеççĕ-ха пурнăçа вăрăмлатас текенсене. Организма ĕçлеттерме пăрахсан майĕпен вăй-хал пĕтет, ĕçлес пултарулăх чакать. Тĕрĕс апатланмалла, выçă туйăмпа сĕтел хушшинчен тухмалла, çывăриччен 2—3 сехет малтан апатланмалла. Çывăрас умĕн кăна çинĕ апат 50 процент чухлĕ организма наркăмăшлантарать. Апат рационĕнчен выльăх çуне кăлармалла.
Мунча кĕни питĕ усăллă: хусканмалла, гимнастика тумалла, çывăрас умĕн пÿлĕме уçăлтармалла. Ăс-хакăла та кахалланма памалла мар. Кĕнеке, хаçат вулани те вырăнлă. Çамрăклăха вăрăмлатас тесен тĕрĕс, сывă пурнăç йĕрки тытса пымалла. Герентологсен шучĕпе çынсенчен нумайăшĕ 85—90—100 çулччен пурăнма пултарать. Анчах та çак чикке çитекенсем сахал. Ку тĕрĕс, сывă пурнăç йĕрки тытса пынинчен килет. Ĕçлени, утни (кунне 4—5 çухрăм) чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсенчен сыхлать, организмра пухăннă ытлашши çăва ирĕлтерет, мышцăсене çирĕплетет, çын хăйне çăмăлрах туйма пуçлать. Ытлашши виçене чакарма тăрăшмалла, вăл сыпă, пилĕк чирĕсене йывăрлатать. Ватлăх килни пурнăç пĕтнине пĕлтермест. Пурнăçăн кашни саманчĕпе савăнма, ăна хаклама пĕлмелле. Ăс-хакăла та ĕçлеттермелле. Кроссвордсем шутламалла, музыка инструменчĕпе выляса чуна лăплантармалла, тĕрĕ тĕрлемелле, юрласа чуна уçмалла. Ытлашши пăлханма, кулянма кирлĕ мар. Хĕрарăмпа арçын хушшинчи кăмăла упрамалла. Çĕр çула çывхарса пыракан çынсем пирĕн районта та пур. Вĕсенчен хăшĕсем халĕ те кил хушшинче вăй çитнĕ таран тăрмашаççĕ: çăмăл ĕçсем тăваççĕ, вĕсем яланах хусканура. Пурнăç çине хавас куçпа, шанăçпа пăхаççĕ, шÿтлеме те юратаççĕ. Районта 80—90 çул урлă каçнă ватăсем те сахал мар. Вĕсем пурте ĕçлесе, тĕрĕс, сывă пурнăç йĕрки тытса пырса çав çула çитнĕ. Пирĕн çав çынсенчен тĕслĕх илмелле.