АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне çинчен чи ăшă сăмахсем

27 ноября 2009 г.

 

Пирĕн аннесем — чи юратнисем, чи илемлисем, чи маттуррисем. Вĕсем çинчен каланă чухне “чи” сăмахпа кăна усă куратпăр. Çакă ахальтен мар. Иккĕмĕш класс ачисемпе анне çинчен сăмахланă чухне ăшă сăмахсене манăн сахал мар илтме тÿр килчĕ. Пĕри те калаçăва хутшăнмасăр юласшăн пулмарĕ. Хăйсен амăшĕсем çинчен калама васкарĕç.

Виктория Кириллова: “Манăн аннене Наташа тесе чĕнеççĕ. Вăл Красноармейскинчи больницăра терапи уйрăмĕнче медсестра пулса ĕçлет. Унăн пушă вăхăт сахалтарах пулсан та, вăл пирĕнпе аппаланма, пире вĕрентсе çын тума яланах вăхăт тупать. Эпĕ аннене питĕ юрататăп. Вăл питĕ кăмăллă, сăпайлă, хитре, ăслă çын. Анне пĕçернĕ апата килĕштеретĕп. Пуринчен ытла манăн вăл хатĕрленĕ пиццăна çиес килет. Анне килте яланах асаннене хуçалăхра пулăшать. Çакăн пек çын вăл манăн анне”.

Валентин Тимофеев: “Манăн анне Лена ятлă. Вăл та сиплев учрежденийĕнче тăрăшать. Ĕç хыççăн килте тирпейлет, выльăх-чĕрлĕхе пăхать. Эпĕ аннене чашăк-кашăк çума, пĕçерме пулăшатăп. Хаклă çыннăм хушнине пĕтĕмпех тăватăп. Тума пĕлменнине унтан ыйтатăп. Анне — чи лайăххи çĕр çинче”.

Володя Петров: “Манăн аннене Светлана тесе чĕнеççĕ. Вăл çыхăну уйрăмĕнче вăй хурать. Анне сăнĕпе питĕ илемлĕ. Икĕ хăмăр куçĕпе пирĕн çине ăшшăн пăхать. Пире пур япала çинчен те ăнлантарать, йывăр вăхăтра пулăшать. Ачисем çинчен питĕ нумай шухăшлать. Эпир ăна кÿрентернĕ те, тарăхтарнă та пуль, çапах та вăл пире каçарать. Эпĕ аннене юрататăп. Хама чи пуянни тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен ман юратнă аннем пур”.

Дима Прохоров: “Манăн анне Оля ятлă. Вăл ырă кăмăллă. Анне питĕ хитре. Унăн куçĕсем икĕ хура шăрçа пек. Çÿçĕ питĕ вăрăм. Вăл та çыхăну уйрăмĕнче ĕçлет. Çынсене хаçатсем, журналсем, çырусем, саламлă открыткăсем валеçет. Эпĕ ăна пулăшатăп”.

Марина Емельянова: “Анне эпир çывăрса тăриччен ĕçе пуçăнать. Пире апат çитерсе шкула ăсатать, тăрăшса вĕренме хушать. Эпир Тăван çĕр-шыва усăллă пулччăр тет. Манăн анне “Гигант” ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хурать. Эпĕ ăна питĕ юрататăп. Анне — чи хитри”.

Анжела Егорова: “Ма-нăн анне — чи лайăххи. Вăл пире, 4 ачине, чунтан юратса пăхать. Анне ырă та ĕçчен. Унăн пирĕнпе кĕнекесем вулама пушă вăхăт та тупăнать. Канмалли кунсенче çемье валли тутлă апат-çимĕç пĕçерет”.

Вероника Николаева: “Аннеçĕм, анне…Пире анне ăшшине Оля аппа парать. Вăл чи çывăххи, ĕçченни, ырри. Тимурпа иксĕмĕре вăл хăйĕн ачисем пекех пăхать. Эпир унпа хамăрăн мĕн пур савăнăçа пайлатпăр. Пире ырă канашсем парать вăл. Эпир ăна юрататпăр, чи ăшă сăмахсем калатпăр.

Тавтапуç сана, аппа,

Пăхса ÿстернишĕн.

Тавтапуç сана, аппа,

Чунтан юратнишĕн”.

Андрей Герасимов: “Манăн анне Ирина Еншик Чуллă вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи учителĕ пулса ĕçлет. Анне хăйĕн ĕçне юратать. Ĕçрен килсен вăл пире апат пĕçерсе çитерет, уроксем тума пулăшать. Килте юратнă çынсем пурри мĕнле лайăх, вăл хăçан ларса каннине те пĕлместĕп. Эпĕ çывăрас умĕн ĕçлесе ларать, çывăрса тăнă чух каллех ура çинче. Канмасăр епле пурăнать-ши вăл? Унтан нихăçан та ывăнтăм тенине илтмен. Эпир пурте аннене юрататпăр, хисеплетпĕр”.

Атте-анне пурри — телей. Аçупа аннÿне хисепле! Вĕсемшĕн эсĕ яланлăхах ача — пĕчĕк чухне те, çитĕнсен те. Санăн кашни утăму, ĕçÿ — аçупа аннÿ куçĕ умĕнче. Тĕрĕс те лайăх утăмусем вĕсене савăнăç кÿрĕç, йăнăшши вара — хурлăх.

Çавăнпа та аçупа аннÿне савăнтарма кăна тăрăш, вĕсене нихăçан та ан кулянтар. Яланлăхах асту: пурнăç малаллах шăвать, эсĕ çитĕнетĕн, вĕсем вара ватăлаççĕ. Хаклă çыннусене пурнăçра куллен пулăшса пыр. Ача чухне илнĕ чун ăшшине аçупа аннÿне тавăрса пар. Эпир вĕсем умĕнче ĕмĕрех пысăк парăмра.

Атте-анне пурри — пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика