АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун апачĕ вырăнĕнчех...

27 ноября 2009 г.

 

Ĕçсĕр пурăнаймастăп эпĕ. “Ахаль ан лар, хĕрĕм, хăть кĕрĕк арки йăвала”, — тетчĕ анне. Кĕрĕк аркине йăваламан-ха эпĕ, хамăн хаклă çыннăмăрпа юнашар ларса тĕрĕ тĕрлеме, алсиш-нуски çыхма хăнăхнă. Кĕнеке, хаçат-журнал алăран пăрахман.

Тен, çавăнпах та пуль, ачамăрсем те хама пăхнă. Виçĕ хĕр те виçĕ ывăл манăн. Шел, мăшăрăм — Валентин ултă çул каялла çĕре кĕчĕ. “Гигант” колхозра механизаторта ĕçлетчĕ. Тăрăшуллă çын пулнипе палăрнă вăл.

Пирĕн кил Лесная урамри — шучĕпе 12-мĕшĕ. Килте Андрей тата Миша ятлă ывăлăмсемпе тата Антонина хĕрĕмпе пурăнатăп. Пурте хаçат-журнал вулама яланах çывăх.

Эпир “Ял пурнăçĕ” хаçата юратса çырăнатпăр тата вулатпăр. Мĕн килĕшет-ха? Ытларах çемье, воспитани ыйтăвĕсем канăç памаççĕ. Халăх медицини ыйтăвĕсемпе çыхăннă усăллă канашсем те пурнăçра кирлĕ.

Ялсенчи тирпей-илем ыйтăвне те кун йĕркинчен кăларас марччĕ.

Ватăлатпăр çав тăван. Кăçалхи июнь уйăхĕнче 70 çул тултартăм. Апла пулин те район хаçачĕпех пурăнатăп тата ватăлатăп та.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика