АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăр чĕкеç пек

27 ноября 2009 г.

Мăшăр чĕкеç пек

 

Вăрманкас Алманчри Юлия Александровнапа Самуил Андреевич Андреевсем ăçтарах килте пурăннине пĕр çамрăк хĕрарăм кăтартрĕ мана. Хăй тĕп урампа — Майски ятлипе картлăмпа мăшăр витре çĕкленĕ те çăл патĕнчен таврăнать. Çепĕççĕн яра-яра пусать. Ара, çулĕ те пăрлак тата юрлă. Тăруках шуса ÿкме те пулать вĕт.

Тĕрленчĕк

— Самуил Андрейччă ăçтарах пурăнать? — сăмах хушрăм хĕрарăма. — Аякра-ши, çывăх-ши…

Вăл тăпах чарăнчĕ те: ”Ман хыççăн утăр. Эпĕ Самуилăн кинĕ пулатăп”, — тесе хучĕ.

Ялти Садовăй урамри 5-мĕш килте пурăнаççĕ-мĕн Андреевсем. Кирпĕч çурт. Ăна 1984 çулта хăпартса лартнă. Ку урам тĕп урамран сулахаялла пăрăнсан…

— Тем чĕре йăшкать-ха манăн. Выртсах кайрăм акă, — вырăн çинчен тăрса ларчĕ кил хуçи. — Мĕнле килме пĕлтĕр?

— Ноябрь уйăхĕнче ытлах урама тухса та çÿреймерĕ-ха, — хăй калассине пĕлтерчĕ С. Андреевăн мăшăрĕ — Ю. Андреева. — Чир-чĕр пĕрре çаклансан…

Кил-çуртра ашшĕпе амăшĕ иккĕмĕш ывăлĕпе — Володьăпа тата кинĕпе — Надьăпа. Вĕсен Алинăпа Кристина хĕрĕсем пур. Алина качча тухнă. Кристина Алманчри вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренет.

Володьăн мăшăрĕ Нимĕчкассинчи сĕт-çу ферминче пăрусем пăхать.

— Эпĕ колхозра комбайнпа ĕçленĕ. Вăтăр çула яхăн ялти утарта хурт-хăмăр пăхнă. Манăн — пилĕк ывăл. Сакăр мăнук куç тулли, — тет 72 çул çинче пыракан Самуил Андреев. — Район хаçачĕ çырăннă тетĕн-и? Акă, сĕтел çинчех выртать.

— Эпĕ Нимĕчкассинче çуралнă. Самуилпа пĕрлешнĕ. Хуняма та район хаçатне çав тери килĕштеретчĕ. Хам та ăна алăран пăрахмастăп, — савăнсах хыпарларĕ Ю. Андреева. — Çапла пулмалла та…

Чăнах та, çапла пулмалла…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика