АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни çынпа — кăмăллă

27 ноября 2009 г.

Кашни çынпа — кăмăллă

 

Мана çынсемпе çума-çумăн тăрса ĕçлени килĕшет. Куллен куç умĕнче вуншар пит-куç пулни, вĕсене ăшă кулăпа таварсемпе тивĕçтерни епле чыслă. Тата кашни çынăн чун-чĕре ыйтăвне туйса, вĕсен хуйхи-суйхине пĕрле пайласа пурăнни, вăй хуни маншăн та, тавар туянаканшăн та çав тери усăллă.

1994 çултанпа вăй хуратăп сутуçăра. Çак тапхăрта Нимĕчкассинче çыннисене çеç мар, вĕсен килти хăтлăхне те пилĕк пÿрне евĕрех чухлатăп.

Çапла пулмалла та сутуçăн. Çапла шухăшлать, ĕçлет манпа пĕрле прилавок умĕнче тăракан Алевтина Васильева та. Иккĕн иккĕнех ĕнтĕ. Ирпе ĕç кунĕ пуçланать те... Халь таварпа тивĕçтернисĕр пуçне пĕрремĕш тĕллев — халăхран сĕт пухасси. Паян лавккана ытларах Нимĕчкассинчи çынсем харпăр хăй продукцине леçеççĕ. Çав йышра мĕн пурĕ куллен 17 килтен кая мар сĕт парать. Вĕсене ят-хушаматпах асăнасшăн эпĕ. Акă, Роза Павлова, Елизавета Романова, Люба Федорова, Елизавета Карпова, Василиса Никитина, Елизавета Романова, Зоя Алексеева, Вадим Степанов, Валерий Тимофеев тата ыттисем те. Кашни кун çынсенчен 125 литртан кая мар сĕт килет.

Хальлĕхе сĕтри çу хисепĕ пирки япăххине калассăм килмест-ха. Апла-капла суйса, улталас шухăшлă çынсене палăртман эпĕ.

Çынсен ыйтăвĕсене заказ мелĕпе пулăшасси — тĕпре пирĕн. Сăмахран, ватăсене ăшă çăкăр, вĕри кукăль кирлĕ — çийĕнчех илсе килсе параççĕ. Хамăр та ятарласах таварсем патне каятпăр. Пĕррехинче лавккана Молодежнăй урамри 23-мĕш килте пурăнакан Анна аку, Степанова тетпĕр, сакăр вуннă урлă каçнă, кĕчĕ те: “Вĕри кукăль çиес килет. Илсе килме пултаратăр-и?” , — терĕ. Çав кунах ватăна вĕри кукăльпе сăйларăмăр. Кăмăл-сипетрен хакли çуках пуль ваттишĕн те, вĕттишĕн те.

Ара, пирĕн вăл е ку тавар çук тесе, çынна шурă куçпа пăх-ха.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика