АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн яла пырса кĕрсен...

27 ноября 2009 г.

Пирĕн яла пырса кĕрсен...

 

Вăрманкас Алманча çитсе курман-и? Супартан çухрăм утмалăх çеç. Тата вăрман кукринчен автобус çинчен анса юлатăн та… Çав тери меллĕ ку ваттишĕн те, вĕттишĕн те.

Акă, эпĕ кăçалхи декабрĕн (раштав) 25-мĕшĕнче 76 çул тултаратăп. Сахал мар ĕнтĕ пурăнтăм. Çак çулсене пĕтĕмпех хам тăрăхпа çыхăнтартăм. Манăн пурнăçăм вăл ытларах ял культурине аталантарассипе иртрĕ. Вăтăр çул ытла ялти клуб заведующийĕнче ĕçлерĕм. Хăть ку тĕлĕшпе ятарлă пĕлÿ пулман пулин те, хам та юрланă, ташланă, ыттисене те пултарулăх ушкăнне явăçтарнă. Тĕрĕссипе, эпĕ шкулта вунă класс вĕреннипех, культура ĕçĕ-хĕлĕн ытамне çаклантăм. Мĕн чухлĕ сцена çине тухман пуль… Халь çав савăнăçлă та пăлхануллă самантсене тĕлĕкри пек çеç ас тăватăп.

Мĕншĕн ăш вăркать-ха манăн? Ялта культура пурнăçĕ хăйĕн вучахне йăлкăштарма пăрахнишĕн питĕ кулянатăп. Ăçта-ши вĕсем, пирĕн вăхăтри çамрăксем?

Халь ялта клуб çук пирĕн. Пуррине те ишсе, урайĕ-маччи — пĕтĕмпех вăрласа çаратса пĕтернĕ. Унăн умĕнче иртнĕ вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк çеç кичеммĕн ларать. Нимĕчкассинче те клуб çук. Ăна та çийĕ таранах сÿтсе хунă.

Хамăр ялти культура учрежденийĕн çурчĕн никĕсне 1966 çулта янăччĕ. Ăна вунă çултан аран-аран хута ятăмăр. Тавах уншăн вăл вăхăтра районти культура пайĕн заведующийĕ пулнă Наум Григорьева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика