АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çук-ха, ватăлмастпăр...”

27 ноября 2009 г.

“Çук-ха, ватăлмастпăр...”

 

Тĕрленчĕк

Нимĕчкассинчи Алексей Игнатьевич Игнатьев 1930 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Пĕчĕкрех çан-çурăмлă, маттур арçын. Урисем çинче çирĕп тăрать-ха. Çавах та ватлăх ватлăхах ĕнтĕ… Тухса çÿреме вăй-халĕ çукраххи палăрать.

— Тем, вырăн çинеллех туртать шăм-шакăм. Куçсем те йăвашланчĕç. Хăлхасем те витĕрех мар тата… Мăшăр пуррипе чир-чĕртен хăрамастăп эпĕ, — терĕ Алексей Игнатьевич. — Мăшăрăм Раиса ятлă манăн.

Сăмах çине пÿрте çырă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Кăмăллă çын пулни куç кĕретех.

— Ман пирки сăмах вакламастăр пуль? Юрĕ-юрĕ, лайăххипе калаçнăшăн ÿкĕнмĕп эпĕ, — ман ума пукан шуçтарса лартрĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. — Вырнаçăр-ха, тархасшăн…

Раиса Никоноровна Миролюбова, теççĕ ăна. Вăл 1933 çулхи февралĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Нимĕчкассине 1956 çулта качча килнĕ. Çĕньял Упи хĕр-упраçĕ пулнă-мĕн. Тивĕçлĕ канăва тухичченех “Гигант” колхозра тĕрлĕрен ĕçсенче вăй хунă.

— Алексей Игнатьевич, туй шыльăкпа авлантăн-и? Е вăрласа килтĕн? — ыйтуллăн пăхрăм ватăна. — Аса ил-ха çамрăклăха…

— Каккуй туй-шыльăкпа… Урамранах çавăтса кĕтĕм, — хăй калассине уçрĕ вăл.

— Хамăр ялтан хĕр-упраçсемпе туй курма килнĕччĕ те… Пĕр-пĕрне килĕштернĕ, паллах, — калаçăва хутшăнчĕ мăшăрĕ. — Халиччен алă çĕклесе курман.

Мăшăр хальлĕхе район хаçатне çырăнса илеймен-ха. Çавах та ватлăх укçи-тенкине алла илсен: “çырăнма кăмăллă эпир”, терĕç.

Ачисемпе те паллаштарам. Гальăпа Славик Алманчра пÿрт-çурт çавăрнă. Зоя — Мускавра. Ултă мăнук хисеплĕ ватăсен.

— Эпĕ ялти фермăра скотникре ĕçленĕ. Арман авăртнă выльăхсем валли. Ферма ĕнисем валли лашапа шыв турттарнă. Манăн “Ĕç ветеранĕ” медаль те пур, — сывпуллашнă чух пĕлтерчĕ кил хуçи. — Ытти наградăсене те тивĕçнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика