27 ноября 2009 г.

Пысăк ял-и е пĕчĕккĕ — унта ятлă-сумлă çынсем пурах. Вĕсем харпăр хăй кĕтесĕшĕн вăхăтне çеç мар, сывлăхĕпе вăй-халне те шеллемеççĕ. Енчен те пĕр-пĕр обществăлла ĕçе явăçтарсан вара шалти хастарлăх туйăмне татах уçаççĕ. Ватлăх çинчен те манаççĕ тейĕн. Манăн çак сăмахсене хамăр ял старости — Елена Порфирьевна Макарова пирки калассăм килет.
Çулĕпе манран кăштах аслăрах-ха вăл. Акă, эпĕ те 73 çул çине пусрăм. Нимĕчкассине Именкасси ялĕнчен качча тухрăм. Хĕрĕх çула яхăн пĕлетĕп Елена Порфирьевнана.
Мĕншĕн хаклатăп-ха ăна? Ял старости пулнипе, çынлăхлă пулма çине тăнипе тесшĕн эпĕ. Çынлăх туйăмĕ хисеплĕ çыннăмăрăн ял пуласлăхĕпе аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçленипе çыхăннă.
Елена Порфирьевна вунă çула яхăн ĕнтĕ — ял старостинче. Çак тапхăрта вăл ырми-канми вăй хурса, çынсене вăл е ку ĕçе активлă явăçтарса ĕçлеттерме пĕлни куç умĕнчех.
Темиçе тĕслĕхпе çакна çирĕплетем. Пирĕн ялта мĕн пурĕ пилĕк урам. Ял-йыш манмасть пулĕ, лавкка патне пырса çÿреме çул çукки тата йĕпе-сапа çанталăксенче кунта пылчăк-çăрăлчăк хуçаланни тарăхтаратчĕ кашнинех. Ку ыйтăва, çынсен шухăш-сĕнĕвĕсене чĕре патнех илчĕ староста. “Йĕркеллĕ çул-йĕр кирлех Граждански урамĕнче”, — тетчĕ вăл пĕрех май. Çул-йĕр ыйтăвĕпе районта та, Шупашкарта та яваплă çынсемпе тĕл пулчĕ. Çырусем те çырчĕ ертÿçĕсем патне.
Халь кăçал асăннă вырăнта, лавккаран тăвалла, 250 метр вак чул сарса тухрĕç. Питĕ меллĕ, шанчăклă пулчĕ ку.
Пĕлтĕр тата икĕ ял халăхĕ тахçанах ĕмĕтленннĕ ĕçе — чукун çул урлă каçмалли çула (переезда) уçма май килчĕ. Мĕншĕн тесен ял масарĕ унăн леш енче пулнипе çав тери нушаланатчĕç çынсем. Переездлă пулнăшăн Алманч ял тăрăхĕн пуçлăхне — Владимир Долгова та тав тăвас килет.
Нимĕчкассисен пилĕк пĕве. Вĕсене сыхласа хăварассине те тĕпе хурать Е. Макарова. Акă, 2007 çулта икĕ пĕвене йĕркене кĕртнĕ, канавсем чавса тăрпасем хунă.
Тепĕр тĕслĕхе те манам мар-ха. Лесная урамра 16 кил. Кăçал çанталăк типĕ тăнă май çăлсем типрĕç. Шыв ыйтăвĕ çивĕч тухса тăчĕ. Урамра колонкăсем пур-ха. Вĕсем темиçе çул ĕнтĕ тутăхса çеç лараççĕ, шыв башни те, урам вĕçĕнче вырнаçтарнăскер, насусĕ пулманнипе ĕçлемест. Çĕнĕ насус туянма укçа-тенкĕ çукки касать. Староста çынсемпе васкавлăн калаçрĕ те кашнинпех пĕр чĕлхе тупрĕ. Насус, шланг, кабель тата трос туянма килĕренех 1000-шер тенкĕ пухрĕç. Халь шывсăр лармаççĕ Нимĕчкассинчи Лесная урамра пурăнакансем.
Елена Порфирьевна тĕрĕсмарлăха çав тери юратмасть. Куçран калать, суймасть. Хăть çиллен, хăть ан çиллен çав сăмахсемшĕн. Ачисене те тĕрĕс вопитани парса ÿстернĕ амăшĕ.