АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăкăрлăкри тĕл пулу

27 ноября 2009 г.

Тăкăрлăкри тĕл пулу

 

Кашни яш-хĕр-упраçăнах шкул çулĕсем асран тухмаççĕ. Мĕнле манăн-ха вĕсене?

Супар шкулне вĕренсе пĕтернĕренпе самаях вăхăт иртрĕ. Хама вĕрентнĕ учительсем, кунти илемлĕ вырăнсем куç умне ÿкеççĕ. Шел, шкулĕ паян ĕçлемест пулин те, 70-мĕш çулсенче эпир такăрланă çулпа тепĕр хут утса тухрăм. Хамăр урам ачисем пĕлÿ çуртне тăкăрлăкпа, хăмла лаптăкĕ çумĕпе (паянхи куна “симĕс ылтăн” пахчи çук ĕнтĕ), стадион урлă çул хываттăмăр. Асăннă сукмакпа миçе ача, вĕрентекен, шкул тытăмĕнче тăрăшнă ытти ĕçчен такăрламан-ши? Мана хирĕç вăтам пÿллĕ, çитмĕл çул урлă каçнă ватă çак сукмакпа хăпарать. Пĕр-пĕрне чылайранпа пĕлнĕрен сăмах хушмасăр чăтаймарăм. Мĕншĕн тесен Вена Федотовнан кун-çулĕн пĕр пайĕ тÿрремĕнех Супар шкулĕпе çыхăннă.

Вăл çак ялтах 1938 çулта кун çути курнă, йышлă çемьере çитĕннĕ. Супар шкулĕнче вĕреннĕ. Каярах ентешĕн малашнехи шăпи Çĕрпÿпе Канаш хулисемпе тачă çыхăнать. Кунта вăл педагогика училищисенче пĕлĕве малалла тăсать. Алла диплом илсен Тăвайпа Шупашкар районĕсенче тăрăшать. Ĕçленĕ хушăрах аслă пĕлÿ илет: И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн (халĕ университет — авт.) филологи факультетне вĕренсе пĕтерет. — Атте-анне ватă енне сулăнсан вĕсене пăхмалла пулчĕ. Çавăнпа та кун-çулăн тепĕр пайĕ Алманчпа Супар шкулĕсемпе çыхăнчĕ. Кунта эпĕ чăваш тата вырăс чĕлхисене вĕрентрĕм. Вăл тапхăр пĕртте асран тухмасть. Чукун çул çывăхра пулнă май вĕренекенсемпе походсенче, экскурсисенче, музейсенче, театр-киносенче мĕн чухлĕ пулман-ши? Республикăри паллă поэтсемпе писательсем çуралнă вырăнсене тухса çÿремен-ши? Ачасемпе Шупашкарта хамăн тата тăван-пĕлĕшсен хваттерĕсенче çĕр каçни те пĕрре кăна мар пулнă, — тет В. Петрова. — Ахальтен мар çуралнă тата Учительсен кунĕсен ячĕпе хам пĕлÿ панă ачасем тăтăшах саламлă открыткăсем яраççĕ, вăл кунсенче кĕсье телефонĕн сасси вуçех чарăнмасть. Шкул сакки çинче ларнă чухне кашни ачан вăл е ку профессине илес кăмăл çуралать. Вăл ман та çаплах пулнă. Паян кун та хама вĕрентнĕ Анастасия Григорьевна, Максим Васильевич учительсене ăшшăн аса илетĕп. Вĕсем маншăн çул юппинче тăчĕç. Тен, çавăнпах пулĕ эпĕ педагог профессине суйласа илтĕм те. Шкулта 42 çул тăрăшрăм. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнăшăн, çын тунăшăн ашшĕ-амăшĕн ятне асăнмасăр иртеймест Вена Федотовна. Федот Петровичпа Дарья Михайловна тăхăр ача пăхса ÿстернĕ, пурне те тивĕçлĕ пĕлÿ панă. Елена политехника университетне, Валентина техникум, Петр ЧПУн медицина факультетне, Лиза медучилище, Александр строительство техникумне вĕренсе пĕтернĕ, Николай та ЧПУ дипломĕллĕ, Иван пушар хуралĕнче тăрăшать, Валерий те хăйне кăмăла каякан ĕç тупнă. Сăмах май Вена Федотовнан ывăлĕ Валерий ЧПУн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Мăшăрĕ, Лариса Валентиновна, Шупашкарти Юстици çуртĕнче юристра тăрăшать. Кил хуçи Федот Петрович вăрăм та татуллă пурнăç пурăнса ирттернĕ, мăшăрĕпе тăван ялта хисепре пулнă. Хуçалăхра бригадирта ĕçленĕ. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Сталинград патĕнчи пĕр хаяр çапăçура ураран йывăр аманнă, сакăр уйăх хушши Анат Чул хулари госпитальте сипленнĕ. Сиплев тапхăрĕ вĕçленсен комисси ăна киле яма йышăннă. Яла таврăнсан Ф. Петров бригадирта, ферма заведующийĕнче вăй хунă, 20 çул ытла Супар ялĕнчи пушар хуралĕнче ĕçленĕ. Вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн тата мирлĕ саманари чыслă ĕçшĕн вăл 18 медале тивĕçнĕ, 2004 çулта сакăр вун тăхăр çула пуссан çĕре кĕнĕ. Дарья Михайловнан 7 награди çемье архивĕнче упранать. Шел, кун-çулне хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ хĕрарăм 66 çул çеç пурăннă.

— Паянхи куна атте-анне халалне çирĕп пурнăçласа пыратпăр: хамăр çуралса ÿснĕ, каярах çĕкленĕ йывăç çуртсене халĕ те типтерлĕн тытса тăратпăр. Кунсăр пуçне шăллăмсем — Кольăпа Саша — кирпĕчрен икĕ хутлă кермен çĕклерĕç. Халĕ ăна çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтатпăр. Йăмăксемпе шăллăмсем пушă вăхăт тупсанах тăван киле васкаççĕ. Унта кашнин валлиех ĕç тупăнать, — тет ватă педагог.

Калаçу вăраха тăсăлчĕ пирĕн. Вена Федотовна вĕрентÿ тытăмĕнче тăватă теçетке ытла ĕçлесе хăйĕн чăн-чăн ăраскалне тупнине туйса илтĕм эпĕ.

— Паян професси суйласа илес пулсан учитель ĕçнех килĕштернĕ пулăттăм эпĕ, — терĕ вăл юлашкинчен.

Тĕлĕнмелле ырă, сăпайлă, кăмăллă, вашават çынсемпе пуян манăн тăрăх.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика