АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренекенсен шкулти апатланăвĕ

24 ноября 2009 г.

 

Вĕри апат çыннăн апат çиессинче кирлĕ вырăн йышăнать. Тухтăрсемпе вĕрентекенсем нумай çул сăнанинчен çакă курăнать: шкулта ирттернĕ вăхăтра вĕри апат çимен ачасем хăвăрт ывăнаççĕ, пуç ыратни çинчен час-часах пĕлтереççĕ, çăварта лайăх мар тутă, начар кăмăл-туйăм, пĕчĕк ĕç тухăçлăхĕ. Статистика пĕлтернĕ тăрăх шкула çÿрекен ачасем хушшинче вар-хырăм чирĕсем хусканупа тĕрев аппарачĕн чирĕсем хыççăн иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ. Çавăнпа та çÿлерех асăннине пăхсан вĕренекенсен шкулта вĕри апат çимеллех тенине асăрхама пулать.

Красноармейски районĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 14 шкул. 2009—2010 вĕренÿ çулĕнче вĕсенче 1927 ача пĕлÿ илет. Çак шутран 1085 ачан (56,3 %) тĕрлĕ енлĕ чир пур. Ачасене вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех апат çитерме палăртнă. Районта 12 шкул столовăйĕ ĕçлет, вĕсенче 1085 вырăн. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен столовăйĕсенче санитарипе эпидемиологин правилисемпе нормативĕсене тивĕçтерекен условисем туса хунă.

Поварсемпе кухньăра ĕçлекенсем çителĕклĕ. Вĕсенчен 2008—2009 вĕренÿ çулĕнче хăйсен ĕç квалификацине 4 çын (17 %) ÿстернĕ. Столовăйсенче сĕтел-пукан, кашăк-чашăк, холодильниксем, тум-тир, чашăк-тирĕке çумалли хатĕрсем çителĕклех. Пур столовăйсене те шыв кĕртнĕ, таса мар шыв канализаци системипе тухса каять. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕ валли кашни шкулта вĕри шывпа усă курмалла тунă, ятарласа апат-çимĕçе упрамалли, касса вакламалли вырăнсем пур. Санитари енчен тишкерсен ĕçсем аван. Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор органĕсенчен иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 2 предписани çеç пулнă. Юлашки çулсенче çиме юрăхсăр апатпа чирлени пулман. Шкулсенче 10 кунлăха планланă меню пур. 2005 çултан апат çиме паракан компенсацине пĕтернĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче апат çинĕшĕн укçине ашшĕ-амăшĕ тÿлет. Пĕр уйăхра вăл 150 тенкĕрен пуçласа 350 тенке ларать. Пĕр хут апатланма пĕр ачана 5 тенкĕ те 50 пусран 20 тенкĕ таран. Апат хакне йÿнетес енĕпе шкул пахчисенче çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе усă кураççĕ. 2009 çулта шкул пахчисенче 30 тоннăна яхăн пахча çимĕç туса илнĕ.

Ачасен рационне пуянлатас енĕпе тĕрлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче йодпа пуян тăвар 800 кг усă курнă (ку вăл уйăхра пĕр ача пуçне 45 грамм), йод тăварĕпе усă курса пĕçернĕ 100 тонна çăкăрпа булка изделийĕсем туяннă. Районти шкулсене çÿрекен ачасен 92% шкул столовăйĕсенче вĕри апат çиет. Вĕренекенсем кунне пĕр хут, кĕçĕн классене çÿрекенсенчен хăшĕ-пĕри икĕ хут (ирхине, кăнтăрла) апатланаççĕ. Уроксем хушшинчи тăхтав вăхăчĕ ачасене апат çиме çителĕклĕ: 15—25 минут.

2008—2009 вĕренÿ çулĕнче Красноармейски районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче столовăйсен ĕçне йĕркеленĕ çĕре уйăрса паракан укçа-тенкĕ хисепĕ 1182,8 пин тенкĕпе танлашать. Кунта электричествăшăн, ăшăшăн, столовăйсенче ĕçлекенсене тÿленĕ ĕç укçийĕ, чашăк-тирĕкпе кирлĕ ĕç хатĕрĕсем туянни, бактери анализĕсемшĕн тунă тÿлев кĕрет.

2008—2009 вĕренÿ çулĕнче шкул ачисене апат çитерессине йĕркелес ыйтусене шкулти производствăлла канашлусенче — 7, педсоветсенче — 3, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче —13, шкул канашĕн ларăвĕсенче 4 хутчен пăхса тухнă. Ку ыйтăва район шайĕнче шкул директорĕсен канашлăвĕсенче 3 хут тишкернĕ.

Шкулсенче вĕренекенсене вĕри апат çитерессине кун йĕркинчен кăлармаççĕ, ачасемпе класс ертÿçисем сиплĕ апат-çимĕç ыйтăвĕсене хускатакан бюллетеньсене çĕнетсех тăраççĕ, библиотекăсенче çак ыйтăва çутатакан литература выставкисем йĕркелеççĕ.

Çÿлерех асăннă лайăх енсемпе пĕрлех шкулсенче вĕри апат çитерессине йĕркелессинче çитменлĕхсем те пур. Юлашки çулсенче муниципаллă бюджетран столовăйсенче юсав ĕçĕсем тума, çĕнĕ оборудовани туянма укçа-тенкĕ уйăрса памаççĕ. Шкул столовăйĕсенчи ĕç хатĕрĕсем кивелни районĕпе вăтамран 48% танлашать. Юлашки виçĕ çул хушшинче вĕри апат çиекен ачасен хисепĕ шкулсенче çав шайрах тăрать. Хăш-пĕр шкулсенче тĕрлĕ тĕслĕ витаминсемпе пуянлатнă блюдăсем çук.

Çак ыйтăва тишкерсе эпир райцентрти иккĕмĕш вăтам шкула çитсе килме шутларăмăр. И. В. Кускова директор çак ыйту çине тулли те тивĕçлĕ хурав пачĕ. Ку шкулта 280 ача вĕри апат çиет. Çакă вăл пĕтĕм ача шутĕнчен 78% пулать. Кĕçĕн классенчи ачасем пурте апатланаççĕ. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем вара ирхине тата кăнтăрла столовăйĕнче пулаççĕ. 2—7 классенче вĕренекенсен апат хакĕ вăтамран 16 тенкĕ, 8—11 классен — 24. Шкулта апат çитерес йĕрке санитари ыйтăвĕсене тивĕçтерсе тăрать. Ачасене тĕрлĕ тĕслĕ блюдо сĕнеççĕ: пахча çимĕçпе аш-какайран хатĕрленĕ яшка, сĕтпе пĕçернĕ пăтă, пăс çинче хатĕрленĕ пулă, кăлпасси, чăх ашĕ, салат хисепĕ те чылай. Сырпа тунă бутербродпа печени, çăмарта хăпартнипе запеканка ачасене килĕшет. Нумаях пулмасть шкула кавăн тиесе килнĕ. Анчах ачасем çак усăллă пахча çимĕçе çиме пĕлмеççĕ-ха. Ку ĕнтĕ килте кавăнпа сахал усă курнинчен, ачасене ăна çиме вĕрентменнинчен килет. Пылак шывсен хисепĕ те чылай менюра: чей, какао, компот, кĕсел. Виççĕмĕш блюдăсене çирĕп йĕркепе витаминсемпе пуянлатаççĕ. Блюдăсене витаминлатас ĕçпе ятарласа журнал йĕркеленĕ.

Шкул ачисемпе те тĕл пулса калаçрăмăр. Классенчен чылайăшĕ апатланаççĕ пулсан та, столовăйсене çÿременнисен йышĕ те пур-ха. Хăшĕсем укçа çуккипе, теприсем çывăхра пурăнатпăр та пысăк тăхтавра киле кайса килетпĕр, виççĕмĕшĕсем ирхине килтен лайăх çисе тухатпăр, тăваттăмĕшĕсем çиес килмест терĕç. Чăн та, сăлтавĕсем пур-ха. Анчах та тăхтавра киле çитсе апат ăшăтса çисе тепĕр урока хатĕрленсе ĕлкĕрнине шанасах килмест. Çиес килмест тени те ĕненмеллех мар. Класри ытти ачасем столовăйнелле утнă чух хăвăн та алла кашăк тытас килмест-ши вара? Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем ачисене апат çиме укçа уйăрса параççĕ. Анчах та вăл укçи темшĕн шкула çитмест. Çамрăксем çав укçана ытларах кĕсье телефонĕсем çине яма кăмăллаççĕ. Тăхтав вăхăтĕнче ачасем лавккана кайса пахалăхлă апат вырăнне чипсы, тĕрлĕ рекламăпа сĕнекен сухари, кока-кола илсе çинине асăрхама пулать. Ку, паллах, вĕри апат çинипе танлаштарсан, ÿсекен организма сиен çеç кÿрет.

Шкул столовăйĕнче çутă та тирпейлĕ.Тутлă апат шăрши пÿлĕме сарăлнă. Шăлса тасатсах тăракан сĕтелсем хушшине ларса апатланас килет. Ĕçлекенĕсем те кунта кăмăллă. Хăйсен ĕçне вĕсем юратса та тăрăшса туса пыни вĕренекенсем кунти апата кăмăлланинчен курăнать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика