АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 33 çул — сутуçăра

24 ноября 2009 г.

 

Кăçал Кушкăри магазинта вăй хуракан М. Иванова сутуçă 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Вăл райпо системинчи суту-илÿ ĕçĕнче 33 çул хушши вăй хурать. Кушкăри магазинта вара 1981 çултан пуçласа паянхи кунчченех пĕр улшăнмасăр ĕçлет.Çавна май пирĕн штатра тăман Илья Степанов корреспондент М. Г. Иванова патĕнче пулса темиçе ыйту çине хуравлама ыйтрĕ.

Ыйту: Мария Гавриловна, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн тусĕсене каласа парсамăрччĕ хăвăр çинчен.

Хурав: Хаваспах килĕшетĕп сирĕн ыйту çине хуравлама. Эпĕ 1959 çулта августăн 4-мĕшĕнче хамăр районти Пайсупин ялĕнче çуралнă. 7 çул тултарсан Пайсупинти пуçламăш, кайран Упи вăтам шкулĕсенче вĕрентĕм. Манăн атте — Гаврил Терентьевич Терентьев хуçалăхра ăста платник пулнă. Çăм атă йăвалама, кăмака тума аван пĕлнĕ вăл. Питĕ шел, атте пирĕнтен уйрăлса кайни 15 çул çитрĕ. Анне — Наталия Андреевна Терентьева — сысна ферминче вăй хунă. Юратнă çыннăм халĕ 80 çулта. Эпир çемьере 7 ача ÿссе çитĕннĕ. Тăваттăшĕ тĕрлĕ чире пула çĕре кĕнĕ. Нина йăмăк районти “Чесла” предприятинче вăй хурать. Петя шăллăм Томск хулинче пурăнать. .

Ыйту: Шкул хыççăн малаллахи çул ăçталла выртнă сирĕн?

Хурав: Райпори сутуçăсен шкулĕнче вĕрентĕм . Хамăн малаллахи пурнăçа вара сутуçă профессийĕпе çыхăнтартăм. Чи малтанах район центрĕнчи, унтан Мăн Шетмĕ лавккисенче ĕçлерĕм. 1981 çултанпа вара Кушкăри магазинта ĕçлеме пуçларăм.

Ыйту: Мария Гавриловна, хăвăр çемйĕрпе паллаштарсамăрччĕ, тархасшăн.

Хурав: 1981 çулта Кушкăра пурăнакан Володя Ивановпа пĕр çемье тĕвĕлеме шут тытрăмăр. Ун чухне пулас мăшăр “Мичуринец” хуçалăхра тракторист пулса ĕçлетчĕ. Юратнă мăшăрпа виçĕ ача пăхса ÿстертĕмĕр. Ачамсем пурте хăйсен ĕçĕсене Мускав хулипе çыхăнтарнă. Паянхи куна мăшăрăм Красноармейскинче “Сельхозэнерго” предприятинче электросварщик пулса ĕçлет.

Ыйту: Сирĕн юратнă ĕç пирки те пĕлес килет, Мария Гавриловна.

Хурав: Эпир магазинта Светлана Тимофеевапа вăй хуратпăр. Çак уйăхсенче магазина вырăнти строительсем юсаса илемлетрĕç. Хамăн ĕçе чунтан юрататăп.Тавар туянакансем пирĕн ĕçпе кăмăллă пулччăр тесе çине тăратпăр. Куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерме тăрăшатпăр.

М. Г. Иванована, лайăх ĕçленине кура, сăн ÿкерчĕкне хисеп хăми çине вырнаçтарнă. 50 çул тултарнă ятпа райпо представителĕсем Мария Гавриловнана хаклă парне парса чысланă. Эпир те сире 50 çул тултарнă ятпа хĕрÿллĕн саламлатпăр. Ĕçре яланах çитĕнÿсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика