АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнма пĕлеççĕ ватăсем

24 ноября 2009 г.

 

Янкасри тĕслĕх библиотекăна чылай çулсем ĕнтĕ Галина Арсентьевна Ильина ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе кунта тĕрлĕ мероприятисем пулаççĕ. Уйрăмах ватă çынсем валли йĕркеленĕ "Канлĕх" клуб занятийĕсем аван иртеççĕ.

Акă, черетлĕ занятинче кун йĕркин пĕрремĕш пайне сывлăх теми уйăрнă. Ялти медицина пункчĕн заведующийĕ Галина Анатольевна Леонтьева пухăннисене грипп чирĕнчен сыхланмалли çинчен каласа пачĕ, çынсен чылай ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Калас пулать, Галина Анатольевна Янкасра ĕçлеме пуçлани нумай вăхăт мар, çапах та вăл халăх шанăçне тÿрре кăларни куç кĕрет: хăйĕн ĕçне пĕлсе, ăста туса пырать. Çавăншăн тав тăваççĕ ăна ял-йышра.

Малалла сăмах Янкас тăрăхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи Юлия Николаевна Ефремова илчĕ. Вăл кăçал хăйсен юбилейĕсене паллă тăвакан ватăсен ячĕсене асăнса тухрĕ. Паянхи тĕл пулăва вара харăсах икĕ юбиляра йыхравланă: пĕри — Хĕлеç ялĕнчи шофер-ветеран Виталий Иванович Григорьев — 70, тепри — Янкасри ĕçчен те пултаруллă хĕрарăм Валентина Димитриевна Петрова 80 çул тултарчĕç. Юлия Николаевна вĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен паллаштарчĕ, ветерансен канашĕ тата "Канлĕх" клуб членĕсен ячĕпе ăшшăн саламласа парнесем пачĕ.

Юбилярсене тус-юлташĕсем те вăрăм ĕмĕр сунса ăшă сăмахсем каларĕç. Вырăнти сăвăç Николай Ершов Виталий Григорьев хисеплĕ ветерана халалласа çырнă сăввине вуларĕ. Янкасри пуçламăш шкулта вĕренекен ачасем сăвă-юрă парнелерĕç. "Янкас тăхлачисем" фольклор ушкăнне çÿрекен ватă хĕрарăмсем — Елена Федотовапа Валентина Петрова — ĕлĕкхи чăвашсен кĕреке юррисене шăрантарчĕç. Вăйăсем пулчĕç.

Юлашкинчен пурте пĕрле пылак çимĕçсемпе хăналанчĕç, сиплĕ чей ĕçрĕç, сăн ÿкерттерчĕç. Юбилярсем пурне те тав турĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика