24 ноября 2009 г.
“Туссăр этем — уй варринчи тунката”, — тет чăвашсен пĕр каларăшĕ. Турра шĕкĕр! Эп туссăр мар. Эппин хамăн тус çинчен эп хăюллăнах каласа кăтартма тивĕçлĕ. Вăл — Николай Исакович Исаков.
Иксĕмĕр те эпир пĕр çулта çуралнă. Иксĕмĕре те пире пĕр пек ят хунă. Пĕр урамра чупса выляса ÿснĕ. Вĕсен пÿрчĕпе пирĕн пÿрт чалăшларах ларатчĕç. Иксĕмĕр те вăрçăра хыпарсăр çухалнă ашшĕсенчен аннесен варĕсенче тăрса юлнă. Уйрăмлăхĕ те çавă çеçчĕ. Ман кукамай пурччĕ. “Эп сире пĕр сăпкара сиктернĕ,” — тетчĕ вăл. Вăрçнă та, çураçнă та эпир.
Коля тус ача чух лартса янă суран вырăнĕ ман çамка çинче халĕ те упранать. “Туслăх палли”, — тетĕп эпĕ ăна.
Пирĕн тата çак чи пахиччĕ: эпир пĕр-пĕрин хутне кĕме пĕлеттĕмĕр. Ялти лавкка умне Р. хĕрпе Т. каччă çинчен такам тăрăхласа çыру çырса пăрахнăччĕ. Çыру айне, эп çырнă пек туса, алă та пуснăччĕ. “Эсир мĕн?” — тÿрех ман хута кĕчĕ Коля тус.
Малалла вĕренес килнĕрен Мăн Шетмĕри вăтам шкула çÿреме пуçларăмăр. Кĕркуннеччĕ. Сурăм вăрманне кĕрсен, йĕп чиксе те курăнми пулчĕ. Сасартăк пирĕн умра сысна çухăрса ячĕ. “Тем пулсан та — пĕрле!” — тенешкел çиçĕмле хăвăртлăхпа пĕр-пĕрне çатăрласа тытрăмăр.
Ÿсрĕмĕр, каччă та пултăмăр. “Шухă пулнă, шухăшсăр çÿренĕ…” — тенĕ пĕр поэт. Эпир те çаплах! Пĕр хĕре юратса пăрахни те пулнă. Мĕн тăвăн ĕнтĕ. Çамрăк чун-чĕре!
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Мана шăпа тăван вырăнсенчен аякка илсе кайса çÿрерĕ. Апла пулин те тус хул пуççине эп яланах юнашар туяттăмччĕ. Кĕтсе илессе те, тăванран та тăван пек кĕтсе илчĕ тус кил-йышĕ.
— Сан тусу та пур та, — теççĕ хăшĕсем.
— Çапла. Пур. Коля Исаков, — хуравлатăп мăнаçлăн эп.
Кĕçех манăн тусăмăн çуралнă кунĕ çитет. Çавна май Николай Исаковича тата унăн мăшăрне Зинаида Семеновнана чун-чĕререн саламлатăп. Вăрăм кун-çул Сире, ырă кăмăллă çыннăмăрсем!