24 ноября 2009 г.

Кĕçĕн Шетмĕ тăрăхĕнче пултаруллă механизаторсем сахал мар. Вĕсен йышĕнче Г. П. Козлов уйрăм шутра. Хастар ĕçшĕн Тăван çĕр-шыв ăна "Хисеп Палли" орденпа чысланă.
Мĕн ачаран техника патне туртăннă Геннадий. Ÿссе çитсен вара хăй ĕмĕтне пурнăçланă-пурнăçланах: “Нива” хуçалăхри трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухса, алла тракторист-машинист удостоверенине илнĕ. “Хурçă ута” çÿретме пуçланă, ака-суха ĕçĕсене хутшăннă. Каярахпа чылай çул урапаллă тракторсемпе вăй хунă. Тыр-пул пухса кĕртме вăхăт çитсен комбайнпа ĕçленĕ. Кăçал Г. Козлов хăй ĕмĕрĕнчи 35-мĕш вырмана хутшăнчĕ. Пĕрремĕшĕ, 1975-мĕш çулхи, халĕ те асрах. Вăл çул Геннадий Андрей Кузьминпа пĕрле ĕçлерĕ. Унтанпа пайтах шыв-шур юхса иртрĕ. Паян Геннадий Петрович — ку енчи опытлă механизаторсенчен пĕри.
Иккĕмĕш вырма ĕнтĕ вăл кÿршĕллĕ “Колос” пĕрлешÿре ирттерчĕ. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче Г. Козлов хăйне шанса панă СК-5 “Нива” комбайнпа, сăмах май, вăл самаях кивĕ пулсан та, 4600 тонна тырă тĕшĕлесе, мала тухрĕ, 2 пин тенкĕ премие тивĕçрĕ.
— Питĕ тăрăшуллă та тĕплĕ çын, — тет ун пирки “Колос” пĕрлешÿ ертÿçи Владимир Ермаков. — Хăй умĕнчи яваплăха çирĕп туять…
Çак сăмахсене чăннипех тивĕçлĕ “Хисеп палли” орден кавалерĕ Геннадий Петрович Козлов. Çитес çулхи тухăçшăн тăрăшса, халĕ вăл вăрлăх хатĕрлекен звено йышĕнче "Петкус-Гигант" сортировкăпа тырă алласа вăрлăх хатĕрлес ĕçсене хутшăнать.