АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Путаковсен ылтăн туйĕ

24 ноября 2009 г.

 

Ылтăн туй — калама çук паллă дата. Мĕншĕн тесен ылтăн — чи хаклă металсенчен пĕри. Ылтăн туй вăл 50 çул хушшинче пĕрлехи вăйпа тунă ĕçĕн çимĕçĕ пулса тăрать. Вăл мăшăрсем пĕр-пĕрне чăннипех юратса пурăннине яр уççăн çирĕплетет. Çавăн пек калама пулать Карайри Татьяна Григорьевнапа Владимир Павлович Путаковсем пирки.

Шăп та лăп çак вăхăтра 50 çул каялла вĕсем Карай ял советĕнче пĕрлешни çинчен çирĕплетсе хут çыртарнă. Путаковсем хăйсен кун-çулне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Вĕсенчен иккĕшĕ Юльăпа Виталий — Заволжски ЛПУМГра, Оля райпора вăй хураççĕ.

Вĕсен ячĕпе ноябрĕн 13-мĕшĕнче Карайри кану центрĕнче савăнăçлă каç иртрĕ. Çав ятпа Путаковсене саламлама кунта тăванĕсем çеç мар, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е. Л. Павлова, Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. В. Спиридонов тата ял çыннисем килнĕ. Вырăнти артистсем хăйсен çепĕç юррисемпе Путаковсене çеç мар, "ылтăн туя" пынă мĕн пур çынсен чĕрисене тыткăнларĕç.

Татьяна Григорьевна та парăмра юлмарĕ, савăнăçлă каçа пынисене хăй çамрăк чух юрланă "Хĕр юррине" çав тери илемлĕн шăрантарса пачĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика