24 ноября 2009 г.
Вăрман — çĕр-шыв пуянлăхĕ. Унти йывăçсене саккунсăр касни, кунта тĕрлĕ çĕр ĕçĕсем пурнăçлани экологие хирĕçле ĕç туни е тĕрĕсрех йĕркене пăсни шутланать. Шел те, хальлĕхе кун пек тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ-ха.
Акă, Çĕрпÿ районĕнчи Тимĕрчкасси ялĕнчи А. В. Андреев вăрманта 4 тăваткал метр çĕре чавнă тата квартал юпине — вăрман йĕркелемелли паллăна — сиенленĕ. Çапла майпа вăрман хуçалăхне 3847 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Ăна вăл хăй ирĕкĕпех саплаштарнă. Кунсăр пуçне сăтăр тунăшăн патшалăх вăрман контролĕпе надзорĕ ăна 3500 тенкĕлĕх штрафланă.
Трак енри Анаткас ялĕнче пурăнакан В. М. Никитин вара вăрман хуçалăхне 48520 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Ку ĕçе тĕпчеме тата судра пăхса тухма районти шалти ĕçсен пайне ярса панă. Ăна октябрĕн 13-мĕшĕнче судра пăхса тухнă, В. М. Никитина 3500 тенкĕ штраф панă тата вăл Чăваш енри Çут çанталăк министерствин “Сăнавлă лесничество” ПУПа кÿнĕ 48523 тенкĕ тăкака унăн саплаштармалла тесе йышăннă.
Ку тăрăхри Типçырмара пурăнакан В. Н. Филиппов никамран ыйтмасăр хăрнă 14 юмана каснă. Çапла майпа вăрман хуçалăхне 2955 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Кун пирки хатĕрленĕ материалсене патшалăхăн вăрман контролĕпе надзорне тăратнă. Паллах, вăрмана сиен кÿрекен явап тытассинчен хăтăлса юлмĕ. Çакна кашнин асра тытасчĕ, йĕркене çирĕп пăхăнасчĕ.