24 ноября 2009 г.
Зина Петрова Кĕçĕн Шетмĕри тĕп шкулта пĕлÿ пухать, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать. Кунпа пĕрлех вăл спортра, обществăлла ĕçсенче хастарлăх кăтартать. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине çÿренĕ май, “Вольник” спорт клуб чысне районти, республикăри тата унăн тулашĕнчи турнирсемпе ăмăртусенче яланах ăнăçлă хÿтĕлет.
Çавсене шута илсе, ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин республикăри “Ачасене хушма пĕлÿ паракан центр” “ЮНИТЕКС” патшалăх вĕрентÿ учрежденийĕ Зинаида Петрована Кремльте иртекен елкăна хутшăнма чĕннĕ.