24 ноября 2009 г.
Красноармейскинчи 2-мĕш шкулти хоккей площадкинче К. Петрова асăнса мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Квальберт Петров Нимĕчкассинче çуралса ÿснĕ. Хăй вăхăтĕнче Ташкентри “Пахтакорта” вылянă. Шел, К. Петровăн кун-çулĕ анчахрах вăхăтсăр татăлчĕ.
Асăннă турнира тăватă — “Вольник”, “Гимнази”, “Пикшики”, “Спарта” — команда вăй виçнĕ. Пикшиксем унăн пĕрремĕш çĕнтерÿçисем пулса тăнă. “Вольникпе” “Гимнази” командăсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.