24 ноября 2009 г.
2009 çулăн 10 уйăхĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Вăхăт шав малаллах шăвать. Районти ЗАГС пайĕ вара вулакансене хыçа юлнă 10 уйăх кăтартăвĕсемпе паллаштарасшăн.
10 уйăх хушшинче район территорийĕнче 140 ача çуралнă, 267 çын вилнĕ, 79 çемье чăмăртаннă, 46-шĕ уйрăлнă, 19 ашшĕлĕхе çирĕплетнĕ, 10-шĕ ячĕсене улăштарнă.
Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан çурални çинчен калакан 17 акт сахалтарах çырнă. 140 ачаран 73-шĕ — арçын ача, 67 — хĕр ача. Çуралнисенчен çуррине яхăн (71) çемьесенче — иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш ачасем. Ку çемьесем ача амăшĕн капиталĕн сертификатне тивĕçлипех алла илнĕ. Ыттисем — пуçласа пĕрремĕш ачасем.
Çынсем тĕрлĕ сăлтавсене пула пурнăçран уйрăлаççĕ. 2008 çулпа танлаштарсан çак цифра кăшт пĕчĕкленнĕ. Вилни çинчен калакан актсене, пĕлтĕрхипе тишкерсен, 10 акт сахалрах çырнă. 133 арçынпа 134 хĕрарăм ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.
Сăмах май каласан Трак енри арçынсен вăтам ĕмĕр тăршшĕ 59, хĕрарăмсен 77 çулпа танлашать.
Çак тапхăрта ашшăлĕхне çирĕплетни — 2, ят улăштарни — 4, çемье чăмăртанни çинчен калакан 6 акт сахалрах, уйрăлни пирки вара 6 акт нумайрах регистрациленĕ.