АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ыйту — Федераци Пухăвне янă Çыру

24 ноября 2009 г.

 

Иртнĕ юн кун Трак енре те Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта çак темăсем пулчĕç: “РФ Президенчĕ Д. Медведев Федераци Пухăвне янă Çырура палăртнисене пурнăçлас тĕлĕшпе тăракан задачăсем çинчен”, “Чăваш Республикинчи хуласемпе районсене социаллă пурнăç тата экономика енчен аталантарас тĕлĕшпе палăртнă хушма мерăсем тата социаллă пĕлтерĕшлĕ задачăсене татса парасси çинчен”.

Пирĕн информаци ушкăнĕ —унта райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн ертÿçи Ю. Д. Петров, райадминистрацин юридически пайĕн заведующийĕ Л. И. Артемьев, патшалăхăн “Поддержка” страхлакан компанийĕн Красноармейскинчи представительствин начальникĕ А. А. Васильева тата çак йĕркесен авторĕ — Еншик Чуллă тăрăхĕнче пулчĕ.

Тĕл пулăва Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан А. П. Фролова уçрĕ. Уйăхра пĕр хутчен иртекен çакăн йышши мероприятие ял тăрăхĕнчи организацисенчи, учрежденисенчи, вырăнти шкул представителĕсем, ватăсем пуçтарăннă.

— Ял тăрăхĕ чылай пысăк лаптăк йышăнать. Шел, ялĕсенче хĕллехи тапхăрта халăха пухса калаçмалли вырăнсем сахал. Авă, кукăр алăсем Еншик Чуллăри кану центрĕн урай хăмисене, чÿрече рамисене кăларса-хăйпăтса кайрĕç. Ирĕксĕртен канăва йĕркелемелли вырăна административлă çуртăн çак пысăк пÿлĕмĕнче уйăрса патăмăр. Ĕнер пирĕн слесарьсем ку пÿлĕме ăшă парас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшрĕç. Çу кунĕсем пулсан кирек епле мероприяти ирттерме те йывăрлăх çукчĕ паллах, — терĕ А. Фролова.

Алевтина Петровна ял хуçалăх пайĕн начальникне Ю. Петрова сăмах пачĕ. Юрий Данилович ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсем çинче кĕскен чарăнса тăчĕ, информаци кунĕн темипе паллаштарчĕ. Унтан тĕп темăпа Л. Артемьев тухса калаçрĕ.

— Халĕ район çыннисем, ытти çĕрти евĕрех, Раççей Президенчĕн Дмитрий Медведевăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне сÿтсе яваççĕ, — терĕ Леонид Иванович. — Пысăк калăпăшлă документ. Кашни Çырурах эпĕ социаллă программăсене пурнăçлас тĕлĕшпе Президентпа Правительство мĕнле витĕм уйăрнине сăнатăп. Акă пÿлĕмре ватăсем лараççĕ. Çырура ветерансем пирки те нумай каланă. Пенси виçине чылай ÿстермеллине палăртнă. Çĕр-шывра çулталăк хушшинче пенси виçине 1,5 хут ÿстерни Раççей историйĕнче пулманччĕ-ха. Пирĕн шур сухалсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама РФ бюджетĕнчен 46 млрд. тенкĕ уйăрма пăхаççĕ. Çитес тапхăрта Хĕç-пăшаллă Вăйсенче çар хĕсметне ирттернисене те уйрăм хваттерпе тивĕçтерме палăртаççĕ.

Л. Артемьев информаци кунне хутшăннисене Çырури чылай цифрăсемпе, положенисемпе паллаштарчĕ. “Раççей тĕнчере чи малти вырăнсенчен пĕринче пулмалла, ăна пурнăçламалли тĕллевсем паллă. Ку вара кашни хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланинчен килет”, — терĕ юлашкинчен Л. Артемьев.

— Патшалăхăн “Поддержка” страхлакан кампанийĕ 1992 çултанпа ĕçлесе пырать, — палăртрĕ А. Васильева. — Трак енре пирĕнсĕр пуçне страхлакан тата икĕ общество ĕçлет. “Поддержкăн” тарифĕсем пĕчĕкрех, ял çыннисене хамăрпа çыхăну тытма сĕнетĕп.

Информаци кунне килнисем унта хутшăннисен ыйтăвĕсене те хурав пама вăхăт тупрĕç.

Еншик Чуллă тăрăхĕнче нумаях пулмасть милицин участокри уполномоченнăйĕнче ĕçлеме Е. Иванов пуçланă. Евгений Викторович А. Фролована хăйсемпе тачă çыхăну тытнăшăн, вырăнта тивĕçлĕ йĕрке туса хурассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене туса пыракан П. Андреев алă пуснă Тав çырăвне пачĕ. Н. Петрова ветеран ял тăрăхне кĕрекен ялсенче ĕçкĕçсем, спирт пур йышши шĕвексене сутакансем нумайланни, çавна май милицин, ял администрацийĕн обществăлла организацисемпе тачăрах ĕçлемеллине палăртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика