24 ноября 2009 г.
Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетсĕр вăтăр улттăмĕш ларăвĕ пулчĕ.
Унта депутатсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, шкулсен директорĕсем, район администрацийĕн управленийĕпе пайĕсен пуçлăхĕсемпе секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.
Депутатсем çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç:
1. Районăн 2009 çулхи бюджетне хушăмсем кĕртесси çинчен.
2. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2005 çулхи октябрĕн 31-мĕшĕнчи йышăнăвне хушăмсем кĕртесси çинчен (Р. А. Николаева).
3. Районăн “2008—2012 çулсенче Трак енри агропромышленность комплексне аталантарасси тата апат-çимĕç, чĕр тавар, ял хуçалăх продукцине сутассине йĕркелештерсе тăрасси” тĕллевлĕ программине улшăнусем кĕртесси çинчен” (Ю. Д. Петров).
Депутатсем сÿтсе явнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.
Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ хыççăн нормативлă çак актсен проекчĕсемпе уçă (публичное) итлевсем иртрĕç:
1. Красноармейски район Уставне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.
2. Районăн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен.
Депутатсем асăннă ыйтусемпе сĕнÿсем йышăнчĕç.