АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсемпе курнăçрĕç, вĕсен шухăшĕсене пĕлчĕç

20 ноября 2009 г.

 

Ноябрĕн 18-мĕшĕнче районта, республикăри пекех, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Ун вăхăтĕнче ЧР министерствисенчен килнĕ представительсемпе Трак енри яваплă çынсем, тĕслĕхрен, ЧР çыхăнупа информацин патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ А. Н. Сидоренкопа район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов — Мăн Шетмĕ, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ С. В. Ивановапа ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ В. И. Краснов, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ С. Ф. Григорьевпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр директорĕ И. М. Козлов — Пикшик ял тăрăхĕнчи халăхпа, Чăваш Республикин конкурентлă политика тата тариф енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ В. Г. Гавриловпа РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ А. В. Петрова Красноармейскинчи “Чебурашка” ача-пăча сачĕн коллективĕпе курнăçнă, “РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераллă Пухăва янă Çырура палăртнисене Чăваш Республикинче пурнăçлас тĕлĕшпе тăракан задачăсем”, “Чăваш Республикинчи хуласемпе ялсене социаллă тата экономика енчен аталантарас тĕлĕшпе палăртнă хушма мерăсем тата социаллă пĕлтерĕшлĕ задачăсене татса парасси çинчен” темăсемпе тухса калаçнă, çынсен ыйтăвĕсене хуравланă. Юлашкинчен тĕл пулăва хутшăннисем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Пирĕн ушкăн “Досаево” ял хуçалăх артелĕн ĕçченĕсемпе тата Упи вăтам шкулĕнчи учительсен коллективĕпе тĕл пулчĕ. Вĕсенче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă хÿтлĕх министерствин Красноармейски районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ Л. А. Киселев, асăннă министерствăн “Красноармейскинчи халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центрĕ” республикăри патшалăх учрежденийĕн директорĕ А. П. Никитин информаци кунĕн темисемпе тухса калаçрĕç. Ыйтусене хуравларĕç. Тĕл пулăва милицин 7-мĕш номерлĕ участокĕнчи пункчĕн участокри аслă уполномоченнăйĕ, милици майорĕ Г. Т. Алексеев та хутшăнчĕ.

Ыйтусем тенĕрен вĕсем нумаях пулмарĕç. “Сельхозхимисене” мĕншĕн пĕтерчĕç. Вĕсем пире малтанхи çулсенче фермăсенчи тислĕке уя кăларса паратчĕç. Халĕ тислĕк айне путрăмăр. Хамăрăн ăна кăларма техника тивĕçмест. Ютран тытрĕç те вĕсем хăйсем валли турттарса кайрĕç те çухалчĕç...”, — терĕ “Досаево” хуçалăх водителĕ Анатолий Иванов.

— Пирĕн районта “Сельхозхими” пĕрлешĕвне пĕтермен. Ăна сыхласа хăварнă. Ку лайăх. Анчах хаксем “çыртнипе” хуçалăхсем, ку организаципе килĕшÿ туса, унăн çăмăллăхĕсемпе паян усă кураймаççĕ, — пĕлтерчĕ Алексей Петрович. “Пирĕн районти “Сельхозхими” кăçал “Чувашбройлер” акционер пĕрлешĕвне тата Елчĕк районĕнчи хуçалăхсене тислĕк кăларма пулăшрĕ. Хăйсене ытлах тупăш кÿмест пулин те, унта ĕçлесе çÿрерĕç кунти механизаторсем”, — пуянлатрĕ ун хуравне Леонид Аркадьевич.

— Пирĕн районта паян Аслă Отечественнăй вăрçăн миçе ветеранĕ пурăнать? — интересленчĕ В. Яковлев специалист.

— Паянхи куна 53-ĕн шутланаççĕ, — пĕлтерчĕ Л. Киселев.

— Вĕсене пурне те хваттер памалла-и? — тесе ыйтрĕ тĕл пулăва килнисенчен пĕри.

— Çук, ку енĕпе нушаланакансене çеç, — пулчĕ хурав.

Упи вăтам шкулĕн учителĕсене автобус чарăнмалли вырăнта павильон çукки канăç памасть.

— Чарăну вырăнĕнче нимĕнле хÿтлĕх те çук. Унта халăх чылай пухăнать, автобус килессе кĕтет. Тепĕр чух çумăр çÿпçерен тăкнă пек çăвать, çил-тăманĕ, сивви, çилĕ вĕçтерсе каясла вĕрет. Çав чарăнура павильон ларттарма пулмасть-ши? — халăх нушине пĕлтерчĕ В. Васильева вĕрентекен.

Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Я. Григорьев ку ыйтупа район депутачĕсен Пухăвне тухма пулчĕ. Чăн та, ыйтăвĕ çивĕч, ăна мĕнле те пулин татса памаллах.

Районтан ку тăрăха Пĕрлĕхлĕ информаци кунне килнисем милицин участокри 7-мĕш номерлĕ пунктне, Упи кану центрне, кунти библиотекăпа музея кĕрсе тухса вĕсенчи лару-тăрупа та интересленчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика