АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » К. Шачкин

20 ноября 2009 г.

Ял витĕр автоçул

Ку тема маншăн та, хаçат вулаканшăн та çĕнĕлĕх мар. Анчах эп çĕклекен ыйту никам хăлхине те кĕменни шухăшлаттарать. Уйăх ытларах каялла кун пек ыйтăва эпĕ район администрацийĕн çуртĕнче иртнĕ "çавра сĕтел" хушшинчи тĕл пулура çĕкленĕччĕ.

Сăмах кунта Чиркÿллĕ Именкасси витĕр иртекен çатма пек яка çул пирки пырать. Пĕр енчен лайăх та пулĕ ял урамĕпе, асфальтлă çулпа тапочкăпа алран-ал тытса уçăлса çÿреме. Кун пек ÿкерчĕке те курма пулать. Е пĕчĕк ачасем ăмăртмалла велосипедсемпе çил пек вĕçтерсе иртсе кайни çине те, иртнĕ ачалăха аса илсе, хавхаланса пăхса тăрса юлатăн. Çÿçĕсене бантик çыхнă хĕр ачасем, пурăпа чĕрсе тунă тăваткалсем хушшинче хăрах уран сиккеленине те курма кăмăллă ĕнтĕ. Анчах…

Ирех вăранать ял. Тул çутипе пĕрле, хапха алăкне уçса, выльăх-чĕрлĕхне кĕтĕве хăвалать халăх. Пуçлаççĕ вара кумма ял урамĕпе. Акă пĕрин хапхинчен хур кĕтĕвĕ, вăрăм мăйĕсене тăсса какаласа çеремлĕ канав урлă каçса, çул çине тухрĕ. Уялла, улăхалла е çырманалла çитмелле килти кайăксен. Чăх-чĕп те çул урлă хуçасăр пахчасене куршанак айне васкать. Çапла — çурри-çурмалла йышлă ял пурăнма тапаланать. Шел… Лăпкăлăха çилрен хăвăрт вĕçтерсе килекен çăмăл (тиев турттараканнисен те чаракĕ пур тетĕр-и) автомашина самантрах сирет. Ун рульне тытса пыраканшăн кунта тĕнче уçлăхĕнчи пекех. Нумай нуша-инкек кăтартрĕç вĕсем ял-йыша: çынсене таптаса вĕлерсе, сусăрлатса хăварни, мĕскĕнĕн пĕртен-пĕр выльăхне çапса кайни тата ытти те. Çул канавне сиксе йывăçсемпе карта-хурана аркатни пайтах пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче П. Алексеев шофер тиев турттаракан машинăпа райпо лавкки çине кĕрсе кайнине шÿтлекелесе аса илкелетпĕр хăш чухне.

Акă, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Трак енчен килекен кăвак "Жигули" кÿршĕсен хур кĕтĕвĕ урлă каçса кайрĕ. Пĕри çапкаланса выртса юлчĕ.

Нумай вăлтар мар-ха. Ыйтăвĕ кунта çапларах тăрать. Ял хушшинчи автотранспорта этем ретлĕрех чуптарма май çуках-ши вара? Шкул умĕнче "Асăрханăр, ачасем!" текен паллă пур-ха. Ытти вырăнта… Кунта инкекрен хăтăлмалли, асăрханмалли мелсем те пур пек. Енчен те ăна ăша илсен… Йĕрке тăрăх (вăл пур тесе шутлатăп эпĕ), чăрсăрсене этем ретне лартма ял хушшинчи автоçул урлă икĕ вырăнта чăрмавсем (выртакан полицейскисем) хумалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика