20 ноября 2009 г.
Тăван чĕлхемĕрçĕм… Ку сăмахсене кирек кам та хăйĕн пĕтĕм юратăвне, чĕрери туйăмне пĕрле пуçтарса калать. "Тăван чĕлхе — халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе — халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ", — тенĕ Г. Н. Волков ăсчах та.
Еплерех çепĕç те илемлĕ янăраççĕ вĕсем. Вăл сăмахсем ман чуна хускатаççĕ. Çавăнпа юнашарах “Чăваш чĕлхи — анне чĕлхи” тени те янăрать. Чуна вăл епле лăпкăн ачашлать, канăç кÿрет. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать, мĕншĕн тесен ăна вăл нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче, тĕрлĕ йывăрлăхсем тÿссе, аталантарса, ÿстерсе пынă.
Çеçпĕл Мишши те тăван чăваш чĕлхине чунтан юратнă, чĕлхе аталанайманшăн куляннă, ăна вăй-хăват кĕртессишĕн тăрăшнă. “Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!” тесе йыхравланă. Тăван халăхшăн чăмăртанса ĕçлеме чĕннĕ. Халăхăмăра чăваш чĕлхи кирлине систерсе çырнă вĕри чĕреллĕ поэт. Çеçпĕл Мишши нумай сăвă хайланă. Эпĕ унăн сăввисене интересленсе вулама пуçларăм. Шупашкарти Çеçпĕл музейĕнче пулни мана вĕсемпе паллашма хистерĕ. Кашнинче тенĕ пекех чăваш чĕлхин шăпи çинчен çырнă. Илсе пăхар-ха пĕр сăввине:
Миçе ĕмĕр витĕр асаппа тухмарăн,
Миçе çичĕ ютăн мăшкăлĕ пулса…
Çапах паттăр юлтăн, вăйна çухатмарăн,
Халь те пулин çивĕч, кăвартан таса.
Пуласлăха, малашлăха хытă ĕненнĕ Çеçпĕл Мишши. Вăл чăваш чĕлхине мĕскĕнлĕхрен кăларса ют чĕлхесемпе тан тăвасшăн çуннă. Ман шутпа, çак йĕркесем çавна çирĕплетеççĕ те:
Йывăр асапран та, тимĕр сăнчăртан та
Эсĕ парăнмасăр хăтăлтăн пулсан, —
Пулас пурнăçра та çивĕчпе хăватлăх
Ют чĕлхесенчен те кая пулмĕ сан.
Хĕрÿ чĕреллĕ поэт “Чăваш чĕлхи” сăввинче чĕлхе аталаннине, тĕнче шайĕнче янăраса тăнине курасшăн пулнă.
Хальхи вăхăтра чĕлхе мĕскĕнех пек туйăнмасть мана. Акă, район-республика шайĕнче чăвашла вуншар хаçатпа журнал тухса тăрать, радио-телевидени передачисем те тăван чĕлхепе янăраççĕ.
Мана Çеçпĕл Мишшин “Чăн чĕрĕлнĕ” сăвви те кăмăла кайрĕ. Унта вăл чăваш чĕлхине упрама халалласа хăварнă. Ман шутпа, çак нимрен те паха мула пирĕн ламран-лама куçарса пымалла. Ку вăл — пирĕн тивĕç. Çак капăр чĕлхене манса каймалла мар, ăна савмалла, унпа мухтанмалла.
Çеçпĕл Мишши — чăваш халăхĕн мухтавлă та пултаруллă ывăлĕ. Вăл чĕлхере халăхăн çивĕч ăсне курать. Ун шучĕпе, тăван чĕлхе чĕрĕлĕхĕ — пĕтĕм халăх ырлăхĕ. Çавăнпа поэт чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе чĕрĕлсе тăнишĕн, вăл çĕнĕ вăйпа малалла талпăннишĕн чун-чĕререн савăнать. Пирĕн те çав шухăшпа пурăнмалла, ĕçлемелле.