АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕ — пирĕн ентеш

20 ноября 2009 г.

 

Кăçалхи чÿк уйăхĕ икĕ паллă кунпа асра юлать: чăваш совет поэзине пуçарса яраканĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа ноябрĕн 16-мĕшĕнче 110 çул тултарчĕ. Ноябрĕн 5-мĕшĕнче вара унăн амăшĕ çуралнăранпа 130 çул çитрĕ.

Ку пулăм пирĕншĕн уйрăмах хаклă, мĕншĕн тесен поэта чун параканĕ — хамăр ентеш. Çапла, канашсем Çеçпĕл Мишши хăйсен тăрăхĕнче çуралса ÿснипе мухтаннă пекех, красноармейскисем те унăн несĕлĕн тымарĕсем кунтан тухнипе мăнаçланма пултараççĕ. Çавăнпа пулĕ сăвăç юбилейне те анлăн уявлама тăрăшаççĕ. Çак юхăм уйрăмах Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 100 çул çитнĕ чухне вăйланчĕ, вунă çул каялла Çеçпĕл амăшĕн тăван ялĕнче — Шывпуç Чуракассинче чăн-чăн поэзи уявĕ иртнĕччĕ.

Агафия Николаевна Николаева 1879 çулта çут тĕнчене килнĕ. Районти историпе краеведенин халăх музейĕнче çав çулхи метрика кĕнекинчен копи çаптарса илнĕ ĕнентерÿ хучĕ упранать. Хăш-пĕр статьясенче Çеçпĕл амăшĕн çуралнă кунне пăтраштараççĕ. Тĕрĕссипе чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче. Вăл 93 çул пурăннă.

Укахви ашшĕ — Николай Никифоров, амăшĕ Мария Петрова пулнă. Ăна ама çури амăшĕпе те пурăнма тÿр килнĕ. Ашшĕне таврара чĕлхеçĕ Микулай тенĕ.

Хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче Агафия Николаевнана мĕн кăна курма пÿрмен пулĕ: вăрçă хыççăн вăрçă… Выçлăх çулĕсем… Çемьери йывăр кунсем…

— Мишша хăйĕн “Чăваш арăмне” сăввине йăлтах ман пурнăçăм çинчен çырнăн туйăнать, — тенĕ Укахви мăнакка чăваш писателĕсемпе тĕл пулса калаçнă чухне.

Çеçпĕл, амăшĕ çинчен, вăл каласа панисене хаçат-журналсенче, кĕнекесенче чылай çырнă. Паянхи статьяра кăштах Чăваш халăх поэчĕ Ваçлей Давыдов-Анатри аса илĕвĕсенчен илнĕ йĕркесемпе паллаштарасах тесе шутларăм.

— Манăн хĕр чухнехи пурнăçăм çав тери йывăр пулнă, — тенĕ Агафия Николаевна. — Эпĕ, тăхăр çулхи хĕр ача, тăлăха юлтăм — анне усал чире пула çĕре кĕчĕ. Атте, аллă çула çитнĕскер, авланма шутларĕ. Çирĕм виçĕ çулхи Кулинене качча илчĕ. Киле ама çури кĕрсен, ман пурнăç аркансах кайрĕ: кунĕпе выçă ларма тиветчĕ, тăхăнма тумтир çукчĕ. Ама çури анне мана пур майпа хĕсме пуçларĕ. Атте те, ун элекне ĕненсе, килтен хăвалама тытăнчĕ…

Вун тăххăра çитсен Укахвирен хăйĕнчен ыйтмасăрах ăна Каслаккасси Шĕкĕр Мĕкĕтине качча пама килĕшнĕ. Шуркассинчи Хĕветура аппăшĕ тăрăшнипе, Укахвине çурма суккăр çын арăмĕ пулассинчен хăтарса хăварнă.

Нумай та вăхăт иртмен, Касаккасинченех Куçма хăтана пынă. Ашшĕпе ама çури амăшĕн тиркев пулман: вĕсен Укахвине кама та пулин качча памаллах! Турткалашса пăхнă пулин те, Укахви хăй килĕштермен çыннах качча тухнă.

Куçма ашшĕ — Хĕветĕр, аслашшĕ — Исаак, унăн ашшĕ Михала ятлă пулнă. Пурăна киле Укахви Куçмана хăнăхса пынă, анчах та унăн тÿнтерле енĕсене кăмăлламан: вăл часах çилленекен, чĕрре кĕрекен çын пулнă-çке.

Пĕрремĕш ачи тĕвĕленсен, Мишшапа йывăр çын чухне, пĕр старикрен хура пÿрт туянса уйрăлса тухнă Укахвипе Куçма. Кĕçех кĕтнĕ пепке çуралнă. Ăна Мишша ят хунă. Ку ĕнтĕ Укахви çурални шăп çирĕм çул тултарнă хыççăн тепĕр вун пĕр кунран — чÿк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Çапла, 1899 çул — Çеçпĕл çут тĕнчене килнĕ çул! Мишша патвар çитĕнсе пынă: тăхăр уйăхрах утма тытăннă, çулталăк тултарсан калаçма вĕреннĕ. Куçма шăллĕн, Праккан, арăмĕ пĕр ача та çуратман пирки Мишшана вĕсем яланах хăйсем патне илсе кайнă — çав тери юратнă… Ăна усрава пама ыйтса та тархасланă. Çук, килĕшмен ашшĕпе амăшĕ, хăйсемех пăхса ÿстернĕ… Ачи вара — чаплă сăвăç пулнă!

Мишша хыççăн Укахви Курие, Петĕре, Кирлене, Иллене, Ульянана çуратнă. Ачисем пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăннă. Çакă пурне те савăнтарнă. Халĕ ĕнтĕ Çеçпĕл Мишшипе пĕр тăвансенчен никам та юлман — вилсе пĕтнĕ. Сăмах май, Çеçпĕл амăшĕ хăйĕн юлашки кунĕсене Шупашкарта — Ульяна хĕрĕ патĕнче пурăнса ирттернĕ: кунти Чапаев поселокĕнчи “Социалистическая” урамра. Халĕ çав çурта, кивелсе юрăхсăра тухнăран, пăснă. Агафия Николаевнана Карачура ялĕ патĕнчи масар çине пытарнă.Ульяна та 13 çул каяллах çĕре кĕнĕ.

Юлашкинчен çакна уйрăмах палăртса хăварас килет: Укахвипе аслă ывăлĕ — Мишша питĕ туслă пулни çинчен вĕçĕмсĕр тĕслĕхсемпе çирĕплетме пулать. Михаил Кузьмич Кузьмин (Çеçпĕл) пурнăçĕ, ытти чухăн çынсен ачисенни пекех, мĕн пĕчĕкренех йывăр пулнă. Пулас поэт ĕнси çине ашшĕсĕр тăлăха юлнă çемьене тăрантарас тивĕçлĕх килсе ÿкнĕ. Вара унăн кĕтÿ хыççăн чăпăркка йăтса та çÿреме тивнĕ, вăл яланах ĕçре пулнă, çамрăксен вăййисене те хутшăнайман. Выçă-тутă пурнăçа тарăхакан амăшĕ хăйĕн ывăлне епле те пулин телейлĕ çул çине кăларма, лайăх вĕрентме тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Çеçпĕл Шупашкартан амăшĕ патне янă пĕр çырура çапла вĕçленĕ: “... Ну, юратнă анне, сывă пул. Хăвăн ывăлна ан ман. Сире юратса юлатăп — Михала”. Ку — юлашки çыру пулнă.

Трак ен халăхĕ аслă поэтăмăр амăшĕ пирĕн ентеш шутланнине самантлăха та манмасть: хамăр сăвăçсемпе композиторсем сăвă-юрă çыраççĕ Çеçпĕлĕмĕр çинчен. Ачасем Çеçпĕл ячĕпе çыхăннă музейсенче пулса кураççĕ. Кĕскен: Çеçпĕле те, амăшне те асрах тытаççĕ, сума сăваççĕ. Çеçпĕл Мишши амăшĕ çуралнă Чуракасси тăрăхĕнчен тухнă Николай Никоноров Красноармейскинче пурăнакан Гурий Дубров сăмахĕсем тăрăх “Эпир Çеçпĕл йăхĕнчен”, “Çунĕ çăлтăрĕ ыран та” юрăсем кĕвĕленĕ.

Хамăн сăмахсене манăн вара Красноармейски район Гимнĕн авторĕ, Малти Тракра çуралнă Леонид Антонов-Малтикас поэтăн “Çеçпĕл Мишши амăшне” сăввипе вĕçлес килет:

Этеме тăмран-мĕн йăваланă,

Турă чун пилленĕ, тет, ăна.

Кăткă евĕр хăвăрт вăл хунанă,

Илнĕ çавăрса пĕр таврана.

Çак халап çÿренĕçемĕн сывă,

Ахальтен путмастăп шухăша.

Вăрахчен сăнатăп та: хĕр-ывăл,

Тепĕр чух, тăмах пуль, апăрша.

Амăшĕ! Эс Çеçпĕле шăратнă

Тăмран мар, асамлă хурçăран.

Çирĕп ăс пилленĕ те ăсатнă

Çутă çиçĕм пек çиçме ялан.

Чăвашра чи ятлă-сумлă амăш

Кам? — тесе ыйту лартас пулсан,

Эп шанатăп: пулăн эс пуçламăш —

Чи мала яту вырнаçĕ сан.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика