АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕлеçри Виталий Григорьев

20 ноября 2009 г.

 

Çанталăкăн шухăш-кăмăлĕ çураçма пынă хĕр евĕрех. Акă, анчахрах тÿпере мамăк юр пĕрчисем хуçаланатчĕç. Халь вара ир кÿлĕм тăруках улшăнчĕ çанталăк. Çĕр пичĕ çÿхе шăнпа витĕнчĕ. Ял пĕви те, ав, кĕленче евĕр пăрпа хупланнă. Красноармейскине, хуçалăх таварĕсем сутакан лавккана пуçтарăнакан кĕрнеклĕ хул-çурăмлă арçын та сивве туйса пÿрте каялла кĕчĕ.

— Ыш-ыш-ыш! — хăйпе хăй калаçрĕ вăл. — Ыш-ыш-ыш! Хĕл пăркăчласшăн иккен.

Хĕлеçри Виталий Григорьев пулчĕ ку. Хăйĕн пурнăç биографине тăван тăрăхпа çыхăнтарнă. Ноябрĕн 13-мĕшĕнче тата çитмĕл çул тултарнине паллă тунă.

— Виталий, урусене хĕллехи пушмак тăхăн-ха. Çире те хулăнрах, ăшăрах япала кирлĕ халь, — мăшăрне куçран тинкерчĕ арăмĕ. — Шăнса пăсăлăн тата…

— Аля, эх, епле хĕрхенетĕн эсĕ. Çавăнпа хисеплетĕп те сана, — мăшăрне ытараймасăр пăхрĕ Виталий Иванович. — Çавăн пек татуллă пулмалла та…

— Эппин, ăшăрах тă-хăнтăм-ха. Шăмшака та, ал-урана та шăнтас çук халь, — хăйне аялтан çÿлелле сăнарĕ кил хуçи.

Кĕçех çула тухрĕ Виталий Иванович. Пăрланнă сукмакпа район центрĕ еннелле ярса пусрĕ. Шуса ÿкес мар-ха тесе, асăрханарах утрĕ. Хĕлеçрен Красноармейскине уçăлмалăх çеç-ха. Çамрăк чух сисмен те çакна. Халь, акă, систерет, тепĕр чух урасем чип-чипер пынă çĕртех такăнаççĕ.

Те шухăша кайса пынипе-ши, шухăшсен хумне путрĕ арçын. Хăйĕн пĕтĕм кун-çулне водитель ĕçĕпе çыхăнтарчĕ вăл. Красноармейскинчи МТСра, ун чухне укçа тÿлесе, вĕренчĕ Виталий. Çак профессиех Çĕнĕ Йĕкĕтри Александр Белков та пĕрлех алла илчĕ ун чух.

— 1958 çулта руль умне лартăм эпĕ. Манран маларах Çĕнĕ Йĕкĕтри Александр Илларионов та водительсем хатĕрлекен кунти курсран пĕлÿ илсе тухнăччĕ. Шел, халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Эпĕ пурнăçăн ытларах çулĕсене хамăр тăрăхра — “Волга” хуçалăхра — вăй хунă. Каярахпа вăл Ленин ячĕллĕ хуçалăха пĕрлеш-рĕ, утмăлмĕш çулсенче уписенчен уйăрăлса “Звезда” хуçалăх пулса тăчĕ, — хăй калассине пытармарĕ Виталий Иванович. — Никита Иванов председательпе ĕçлеме тиврĕ манăн.

Ленин ячĕллĕ хуçалăхпа пĕрле пулнă чух Николайпа Леонид Алексеевсем, пиччĕшĕпе шăллĕ, иккĕшĕ те пайсупинсем, ырă кăмăллă та пултаруллă специалистсем пулнине пытараймасть Виталий Иванович.

Хăй çуралса ÿснĕ тăрăх ÿстĕр, çирĕплентĕр, урасем çинче çирĕп тăтăр тесе мĕн чухлĕ тăрăшман-ши? Яланах рейса тухнă машинăпа. Питрен çапса юр, çил-тăман çăвать-и е урамра лапра, пылчăк хуçаланать — хăть хăçан та рейса васканă. Тепĕр чухне тата çĕрĕпе чăлкăм куç хупман самантсем те пулнă-çке.

— Халь çитсе курăр-ха Янкас тăрăхне. Хальхи машинăпа трактор паркĕнчи çурт-хуралтăсене… Тата ялти культура çуртне, ытти çурт-йĕре — пĕтĕмпех эпир — водительсемпе механизаторсем — çине тăнипе çĕкленĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çĕре кĕчĕç… Константин Гордеевпа Миша Кузнецов механизаторсем те хамăр патра миçе çĕршер гектар çĕр сухаламан пуль. Чăн-чăн çĕр хуçисем пулнă вĕсем. Мухтанатăп вĕсемпе, — хăй калассине пытараймасть водитель. — Эпĕ тата пилĕк çул “Звезда” хуçалăхра механикре те ĕçленĕ.

Виталий Иванович “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕнче водительте тăрăшнă кунсене те манаймасть. Çăмăл машинăна çÿретнĕ пĕр вăхăт. Ку район çĕнĕрен йĕркеленнĕ тапхăрпа çыхăннă унăн.

— Николай Иванов редакторччĕ. Редакцие çĕнĕ автомашина панине пĕлтерчĕ вăл çул çинче. “Виталий, атя, ман пата, çын кирлĕ”, — терĕ вăл пĕррехинче. Хăй Николай Иванович — Канаш районĕнчи Çĕньял ялĕнченччĕ. Халĕ те çавăнтах пурăнать теççĕ ăна, — чуна уçса калаçрĕ В. Григорьев. — Аса илмелли сахал мар тупăнать юмах ярсан…

Çапла çÿхе пăрпа хупланнă асфальтлă çула пăхмасăрах Красноармейскине çитрĕмĕр. Анчахрах çитмĕл çул тултарнă тус-юлташăмăр пасаралла çул тытрĕ, эпĕ унпа сывпуллашса райхаçат редакцийĕн алăкне туртса уçрăм.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика