АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллев — пур енлĕн аталантарасси

20 ноября 2009 г.

Тĕллев — пур енлĕн аталантарасси

 

Красноармейскинчи “Чебурашка” ача-пăча сачĕ кăçал ЧР Президенчĕн грантне — 200 пин тенкĕне — тивĕçрĕ. Пирĕн корреспондент çак кунсенче асăннă учреждени заведующийĕпе Е. И. ФЕДОРОВАПА курнăçнă, унран интервью илнĕ.

— Елена Ивановна, Сирĕн учреждени çитĕнĕвĕсем курăмлă, вĕсем пире савăнтараççĕ. Çĕр-шыв пуласлăхĕ, унăн тĕрекĕ ÿссе çитĕнекен ăруран нумай килет. Çавăнпа та вĕсене тĕрĕс воспитани парасси, мĕн пĕчĕкрен ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çирĕп тăвасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паян çĕр-шыва ертсе пыракансем те физкультурăпа спорта аталантарассине мала хураççĕ. Ку ыйтăва анчахрах Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Хусанта иртнĕ анлă канашлура тата хăй РФ Патшалăх Думине янă Çырăва вуланă чухне те çивĕч çĕклерĕ. Паянхи лару-тăру çавна тума хистет, паллах. Манăн вара Сирĕн учрежденире ачасене физкультурăпа спорта юратма мĕнле вĕрентни пирки пĕлес килет. Кун пирки кĕскен те пулин каласа памăр-ши?

— Ачасене физкультурăпа спорта юратма вĕрентесси пирĕн ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Эпир 2001 çултанпа “Радуга” программăна (унпа районта эпир çеç ĕçлетпĕр) тĕпе хурса ĕçлесе пыратпăр. Унăн тĕп тĕллевĕ — ачасен сывлăхне сыхласси тата çирĕплетесси, вĕсенче сывă пурнăç йĕркин йăлине йĕркелесси, ачасене вăхăтра тата психика тĕлĕшĕнчен туллин аталантарасси, шкул çулне çитменнисен ачалăхне савăнăçлă та пуян содержаниллĕ туса хурасси. Çав программăпа килĕшÿллĕн, воспитательсемпе пĕрле хамăрăн “Сывă пĕчĕк ача” ĕç программине туса хатĕрленĕ. Унта сиплевпе профилактика мероприятийĕсен, ачасен сывлăхне лайăхлатас тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ стратеги, физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли мероприятисен планĕсем, вăй-хал воспитанийĕ парас тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕсемпе ĕçлесси тата ытти те кĕреççĕ.

Пирĕн садике тăватă — кĕçĕн, вăтам, аслă тата коррекци — ушкăнри ачасем çÿреççĕ. Вĕсене кашнинех физкультура кĕтесĕсемпе тивĕçтернĕ. Унта кăшăлсемпе (обручи) сикмелли кантрасем (скакалки), мечĕксем, велотренажер тата ытти те пур. Çав кĕтессенче кулленех ирпе зарядка ирттеретпĕр. Эрнере виçĕ хут физкультура урокĕсем пулаççĕ. Вĕсенчен пĕрне ятарласа уçă сывлăша, килкартине тухса ирттеретпĕр. Уйăхра пĕрре физкультура енĕпе тĕрлĕ мероприятисем йĕркелетпĕр. Хĕллехи каникул кунĕсенче вара “Сывлăх эрни” пулать. Ун вăхăтĕнче ачасем çунашкапа, йĕлтĕрпе ярăнса чунĕсене уçаççĕ. Çакă та вĕсен сывлăхне çирĕплетме пулăшать.

Садикри юрăхсăра тухнă спорт хатĕрĕсене çĕнетсех тăратпăр. Кăçал çеç вĕсене 15 пин тенкĕлĕх туяннă.

Пирĕн ача-пăча сачĕ районти тĕп стадионпа юнашарах вырнаçнă. Çавăнпа та эпир занятисене час-часах унта тухса ирттеретпĕр. Ку чухне хамăрпа пĕрле кăшăлсемпе мечĕксем, сикмелли кантрасем тата ыттине те илетпĕр.

Ача вăл пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмест. Занятисенче, тĕслĕхрен, математика урокĕсенче, хăвăрт ывăнать, çавна ирттерсе яма физкультминуткăсем тата ытти те пулаççĕ.

Çуллахи-хĕллехи вăхăтсенче тĕрлĕ спорт уявĕсем ирттеретпĕр. Вĕсенче ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнаççĕ. Çав мероприятисене ÿкерсе илсе альбомсем хатĕрлетпĕр, компьютер çине куçаратпăр тата ытти те.

Районти ача-пăча учрежденийĕсем хушшинче ирттерекен ăмăртусенчен нихăçан та пăрăнса юлман. Акă, кăçал “Газпром — ачасене” ятлине хутшăнса, “Пучах” хыççăн, иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Сăмах май, 2001 çулта эпир республикăри ача-пăча сачĕсем хушшинче ирттернĕ пĕрремĕш “Малышиадăра” вăй виçсе çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕччĕ.

— Елена Ивановна, 2009 çула ЧР Президенчĕ “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ” тесе пĕлтерчĕ. Ку енĕпе Эсир хăвăр патăрта мĕнле мероприятисем ирттерме палăртнă тата мĕн-мĕн туса ирттерме ĕлкĕртĕр-ха?

— Тĕрлĕ профессиллĕ ашшĕ-амăшĕсемпе (механизаторсемпе, çăкăр çитĕнтерекенсемпе тата ыттисемпе) тĕл пулусем йĕркеленĕ. Вĕсем пĕчĕкскерсене хăйсен специальноçĕсем çинчен каласа панă, ачасем вĕсене интересленсе итленĕ. Садике çÿрекен ачасем тыр-пула, вăл мĕн тума кирлине, пĕтĕмĕшле илсен, пĕлеççĕ. Анчах та уйрăм культурăсене палламаççĕ. Çакăнта вĕсене пулăшас тĕллевпе ачасене уя экскурсисене илсе кайса килнĕ тата ытти те.

Хамăр садик çумĕнче кашни ушкăнăн çĕр лаптăкĕ пур. Вĕсенчи йăрансем çинче сухан, хăяр, помидор, редиска тата ытти пахча çимĕç акса-лартса ÿстереççĕ: çум курăкран тасатаççĕ, шăвараççĕ, тата ытти те. Çапла пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ĕçе вĕрентсе-хăнăхтарса пыратпăр. Кунсăр пуçне Президент гранчĕн укçипе медицина кĕтесĕ — “Доктор Айболит”, ача-пăча кухни туяннă. Пĕчĕккисем вĕсенче харпăр хăй ашшĕ-амăшĕ пек пулма, ĕçлеме тăрăшаççĕ. Çакă вăл е ку ĕç патне хăйне май туртăм вăратма пулăшатех пулĕ тетпĕр. 2—3 çулхисем валли вылямалли типĕ бассейн, автобус пур пирĕн халĕ.

Ĕçре коммуникациллĕ технологисемпе анлăн усă курма тăрăшатпăр. Çав тĕллевпех электронлă вăйăсем (“Развлекательные игры”, “География для малышей”, “Уроки осторожности”, “Азбука”, “Математика” тата ытти те) пурĕ 10 диск, çĕнĕ юмахсем туянтăмăр. Вĕсемпе воспитательсем занятисенче усă кураççĕ.

Çавăн пекех ноутбук, видеокамера илнĕ. Хамăр патра ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене ÿкерсе илсе, ачасене хăйсене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене кăтартасшăн.

“Чебурашка” ача-пăча садĕнче талăкĕпех ĕçлекен группа пур. Пирĕн пата районти 24 ялти ачасем çÿреççĕ. Кунта коррекци (чĕлхе начартарах аталаннă е тепĕр май япăх калаçакан ачасен) группи пур. Вăл районĕпе те пĕрре çеç. Ăна район пуçлăхĕ пулăшнипе 2001 çулта уçнă тата район бюджечĕ шучĕпе тытса тăраççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем куншăн Станислав Андреевича питĕ тав тăваççĕ. Логопед ку группăри кашни ачапа уйрăммăн ĕçлет, çавăн пекех воспитательсем ун кăтартăвĕпе килĕшÿллĕн ĕçлесе пыраççĕ. Селĕп калаçакан ача хăш-пĕр чух питĕ именчĕк, тепри вара, тепĕр май, хăй çине пăхтарасшăн, кăшкăрашать, ларма-тăма пĕлмест. Ачасене хăйсене шкулта лайăх тытма хăнăхтарас тĕлĕшпе вĕсемпе психолог та ĕçлет. Ку ушкăна çÿрекенсен (17 ача, ашшĕ-амăшĕсем ыйтнипе çав хисепе çитерме тиврĕ) калаçăвĕ каярахпа йĕркеленет. Пĕлтĕр коррекци группинчен 9 ача тухрĕ. Вĕсене пурне те районти комисси (унта логопедпа психолог кĕнĕ) тĕрĕсленĕ, “пурте шкула кайма хатĕр” тесе палăртнă. Ку пысăк çитĕнÿ тесшĕн эпĕ.

— Елена Ивановна, ку Сирĕн коллективра ăста специалистсем вăй хуни çинчен каламасть-и-ха?

— Малтанах пирĕн садикре ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ 10 воспитатель вăй хунă, халĕ вĕсенчен — улттăшĕ аслă пĕлÿллĕ. Ĕç стажĕ 12—15 çултан та иртет. Апла пулсан опычĕ те пысăк.

Хамăр патран тухнă ачасем мĕнле вĕреннипе интересленсех тăратпăр эпир, вĕсем те пирĕн пата килсе çÿреççĕ.

— Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Сире, Елена Ивановна — “Чебурашка” ача сачĕ ЧР Президенчĕн грантне”, О. А. Горшкова воспитателе — ЧР Президенчĕн премине тивĕçнĕ май, аслă категориллĕ специалист ятне параççĕ пулĕ?

— ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн пире аслă категориллĕ специалист ятне памалла-ха...

— “Чебурашка” ача сачĕ уçăлнăранпа чылай пулать. Çавна май пурте кивелеççĕ. Сирĕн кунта пурте йĕркеллĕ. Кабинетсене кĕрсе пăхса çаврăнтăм та вĕсенче çутă та таса, ăшă, ачасем валли условисем лайăх…

— Пирĕн садик 1986 çулта уçăлнă. Çавăнпа, вăхăт иртнĕ май, пурте кивелеççĕ. Юсав ĕçĕсене вăхăтра тума тăрăшатпăр. Акă, линолеумсем япăхса çитрĕç. Çавна май кăçал вĕсене икĕ группăри залра çĕнетрĕмĕр. Пĕринче çеç кун валли 21 пин тенкĕ тăкаклама тиврĕ. Тата тепĕр икĕ группăрине те улăштармалла. Ăшă шыв çукчĕ те, ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе, авă, кашни группăрах шыв ăшăтмалли хатĕрсем (водонагреватели) илсе вырнаçтарса лартрăмăр. Сĕтел-пукансене те чылай çĕнетрĕмĕр. Çавăн хыççăн условисем тата лайăхланчĕç.

Ачасене кичем ан пултăр тесе, тĕрлĕ майсемпе, вăйăсемпе тата ыттипе усă куратпăр. Пирĕн садикре “Тополек” театр (ертÿçи — И. М. Степанова) ĕçлет. Ачасене спектакльсем лартма хутшăнтаратпăр. Акă, пукане театрĕ валли анчахрах ширма тата ытти те туянтăмăр. Пĕр сăмахпа каласан, вĕсен пурнăçне интереслĕрех тăвасшăн, хăйсене пур енлĕн аталантарасшăн тăрăшатпăр темелле.

— Калаçушăн тавтапуç, умри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма Сире, Елена Ивановна, Сирĕн коллектива ырлăх-сывлăх сунатăп.

— Тавтапуç ырă сăмахсемшĕн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика