20 ноября 2009 г.

Тĕнчене тасатрĕ, ирĕк вут-кăварĕ, Çут тĕнче çуталчĕ, иртрĕ авалхи. Тĕттĕмĕ тĕп пулчĕ, мăшкăл иртсе кайрĕ, Тин ирĕке тухрĕ тĕп чăваш чĕлхи.
Мĕн тери тарăн шухăш пытаннă çак хăватлă, янăравлă, çĕкленÿллĕ йĕркесенче! Пултаруллă, талантлă çыравçă çеç çырма пултарать çакăн пек сăвă. Чÿк уйăхĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитрĕ. Çак кăвар чĕреллĕ поэт 23 çул кăна пурăннă, çапах та хăй хыççăн вăл вилĕмсĕр йĕр хăварнă. Унăн сăввисем Чăваш Енре янăранисĕр пуçне, украинăлла та хаваслăн вуланаççĕ.
Çак паллă куна халалласа Чатукассинчи тĕп шкулта “Çеçпĕл эрнине” ирттертĕмĕр. Кашни кунах ачасем валли тĕрлĕ енлĕ ĕçсем палăртрăмăр. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Р. И. Яковлева ертсе пынипе 5—7 классенче вĕренекенсем Çеçпĕл Мишши çуралса ÿснĕ тавралăха çул тытрĕç, Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи ун ячĕпе хисепленекен музея çитсе килчĕç. Ачасене экскурси кăмăла кайрĕ. Шкулта “Çеçпĕл Мишши хунавĕсем” сăвăсен конкурсне йĕркелерĕмĕр. Унта ачасем хаваспах хутшăнчĕç. Çеçпĕл Мишши тата ачасем ăна халалласа çырнă сăвăсене пăхмасăр вуларĕç. Малти вырăнсене çак ачасем тивĕç пулчĕç: çĕнтерÿçĕ — Наташа Петрова (6 кл.), иккĕмĕшĕ — Ирина Андреева (5 кл.), Виталий Кураков вара виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Шупашкарти Çеçпĕл ячĕпе хисепленекен музей ирттерекен викторинăна хутшăнчĕç вĕренекенсем. “Çеçпĕл пики” конкурс та аван иртрĕ. Унта 1—9 классенче вĕренекен чăваш пикисем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Конкурса ертсе пыма Р. А. Горшкова аслă вожатăя Вася Степанов вĕренекен пулăшрĕ. Тĕрлĕ енлĕ ĕç пулчĕ конкурсантсем валли: сăвă вуласси, аслисенчен интервью илесси, юрă юрласси. Жюри членĕсем пикесене тĕрлĕ номинацисенче палăртрĕç. Анастасия Степанова (4 кл.) — “Чи кăмăллă Çеçпĕл пики”, Алиса Петрова (7 кл.) — “Чи тавракурăмлă Çеçпĕл пики”, Люба Ефимова (6 кл.) — “Чи сăпайлă Çеçпĕл пики”, Мария Алексеева (8 кл.). “Чи хаваслă Çеçпĕл пики” пулса тăчĕç. Жюри членĕсем “Çеçпĕл пики” конкурс çĕнтерÿçи тесе 1-мĕш класра вĕренекен Кристина Дмитриевана палăртрĕç.