АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат кунĕнче

20 ноября 2009 г.

Хаçат кунĕнче

 

Ноябрĕн 18-мĕшĕнче Еншик Чуллă ял тăрăхĕнче районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн черетлĕ кунĕ иртрĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕ хыççăн, кунти кану центрĕнче райхаçатăн кунне вун пĕр сехет тĕлне ялти интеллигенци, Еншик Чуллă, Вăрманкас ялĕсенчи 30-а яхăн çын пухăнчĕ.

“Ял пурнăçĕ” хаçатăн кунне Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А. Фролова уçрĕ. “Ырă ĕç тăвать райхаçат редакцийĕ, — терĕ вăл. — Çырăнтару тапхăрĕ пынă май, район хыпарçин кунĕсене ирттерет. Авă пирĕн патра паян черетлĕ тĕл пулу. Çакă икĕ еншĕн те усăллă: вулакансем журналистсемпе тĕл пулаççĕ, хаçат корреспонденчĕсем вара вĕсенчен сĕнÿ-канаш илеççĕ. Ĕлĕк вырăнти радио пурччĕ, ун урлă Трак енти мĕн пур çĕнĕ хыпарсене пĕлеттĕмĕр. Халĕ вара “Ял пурнăçĕ” кăна тăрса юлчĕ. Сире райхаçата çырăнса илме, унăн тусĕ пулма сĕнетĕп.

— Юлашки тĕл пулусем йышлă аудиторире, савăнăçлă, ĕçлĕ лару-тăрура иртеççĕ, — терĕ райхаçатăн тĕп редакторĕ И. Прокопьев. — Акă, Шывпуçĕнчи кану центрне кăна 60-а яхăн çын пухăнчĕ. Хальлĕхе çакна Еншик Чуллăпа Супар тăрăхĕ пирки калаймастăн. Супарти çыхăну уйрăмĕ ĕлĕкрех район хаçатне 300 экземпляр таран çырăнтаратчĕ. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен кунти почтальонкăсем район хыпарçине 81 экземпляр кăна салатаççĕ. Çавна май эпир халĕ кашни çыхăну уйрăмĕ патне контрольлĕ цифрăсем çитернĕ. Супарсен вăл 100 экземплярпа танлашать. Асăннă çырăнтару уйрăмĕнче райхаçата кашни 100 кил пуçне сарассипе те районти юлашки кăтарту — 10,9 экземпляр. Кунта райхаçат редакцийĕ те, çырăнтару уйрăмĕ те ĕçлесе çитерейменни курăнать.

Иван Афанасьевич тĕслĕх вырăнне Мăн Шетмĕри çыхăну уйрăмне илсе кăтартрĕ. Е. Аленцева ертсе пыракан коллектив миçемĕш çул ĕнтĕ “Ял пурнăçне” вулакансем хушшинче сарассипе ырă тĕслĕх кăтартать. Çырăнтару кампанийĕнчен шкулсенче вĕрентекенсен те аякра тăмалла мар. “Тăван ен культурине” вĕрентнĕ çĕрте райхаçатра чылай паха материал пичетленет-çке. Тата ачасем ăна вуласа пĕлсе Трак ен пурнăçĕпе туллин паллашаççĕ, чăн-чăн гражданин пулса ÿсеççĕ. Акă, Еншик Чуллă вăтам шкулĕнче вĕреннĕ чухне В. Данилов райхаçатпа тачă çыхăну тытнă. Каярах Виктор Михайлович аслă пĕлÿ илсе чылай вăхăт райхаçатра ĕçлерĕ, районти радиона ертсе пычĕ, чăн-чăн журналист пулса тăчĕ. Вăл паян райадминистрацинче ĕçлет пулсан та, “Ял пурнăçĕпе” тачă çыхăну тытать. Шел, хальлĕхе Еншик Чуллă вăтам шкулĕнчен райхаçата хыпарсем сахал килеççĕ-ха.

“Ял пурнăçĕ” район çыннишĕн ĕçлет. Унăн кулленхи пурнăçĕпе пурăнать. Юлашки тапхăрта райхаçат редакцийĕ республикăри 5 конкурса пултарулăх ĕçĕсене тăратнă, пуринче те çĕнтернĕ.

— Ĕлĕкрех райхаçата çынсене хуçалăхсем ĕç укçи шучĕпе çырăнса панă. Паян çакна кĕтни вырăнсăр. Ял хуçалăх предприятийĕсен хăйсен татса паман вуншар ыйту. Çыхăнăва вăйлатар, малашне те “Ял пурнăçĕпе” пулар, — терĕ И. Прокопьев.

Епле уяв-ха вăл парнесемсĕр? Иван Афанасьевич чылай çул райхаçата çырăнса илекенсене — Л. Антонована (Вăрманкас), С. Илларионова, Г. Яковлева, А. Николаевана, А. Степанова (Еншик) “Красноармейский район. Люди и судьбы”, В. Дмитриева (Еншик) хăйĕн юбилейĕ тĕлне кăларнă виçĕ кĕнекене парнелерĕ.

Акă мĕн каларĕ Вăрманкасри Лидия Петровна: “Районти “Ял пурнăçне” кунта качча килнĕренпех, 1959 çултанпа çырăнса илетĕп. Епле-ха паян Трак ен хыпарĕсемсĕр? Ăна “Ял пурнăçĕ” урлă кăна пĕлетĕн-çке. Район хыпарçине çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли хам та çырăнтăм, укçа-тенкĕ енчен çăмăл мар тапхăрта кÿршĕ яла качча тухнă хĕрĕме те çырăнса патăм”.

Райхаçатăн социаллă ыйтусен пайĕн редакторĕ Г. Ефимов-Тусли çакăн евĕр тĕл пулусен, çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулнин пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ. Вăл паянхи киревсĕр пулăмсем ан пулччăр тесе çамрăксемпе ĕçлессине манмалла маррине палăртрĕ. Г. Дубров обществăлла корреспондент райхаçат çынсемшĕн ĕçлени пирки каларĕ. Вăл пĕр тĕл пулура вулакан каланă сăмахсене илсе кăтартрĕ: “Эпĕ район хаçатне вуласа тухатăп та хама Трак ен тăрăх утса тухнăнах туятăп”.

Тĕл пулура обществăлла корреспондентсен постне туса хучĕç, унăн ертÿçи пулма Валерий Серафимович Дмитриева çирĕплетрĕç.

Кану центрне килнисем редакци çумĕнчи агитушкăнăн илемлĕ концертне пăхса савăнчĕç. Юлашкинчен артистсемпе пĕрле 80 çулалла çывхаракан тата унтан иртнĕ Л. Антоновапа С. Илларионова та чăваш ташши ташлама тухрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика