АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Семицвет” уçăлчĕ

17 ноября 2009 г.

“Семицвет” уçăлчĕ

 

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Красноармейскинче "Семицвет" парикмахерски уçăлчĕ. Çÿç касакан çак предприяти В. Васильев урамĕнчи 1-мĕш номерлĕ çуртра, аптекăпа юнашар пÿлĕмре вырнаçнă. Вăл шучĕпе райцентрта тăваттăмĕш пулать. "Семицвет" канмалли кунсемсĕр, куллен ирхи 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлет.

Унăн хуçи — Т. Н. Ермакова. Сăмах май, Татьяна Николаевна профессийĕпе — бухгалтер. Райцентрта лайăх класлă парикмахерски уçас шухăш ăна çÿç касакансен курсĕнчен вĕренсе тухма хистенĕ. Çапла çеç çÿç касмалли технологине пĕлсе, парикмахерсен ĕçне тĕрĕс йĕркелеме тата тивĕçлĕ пулăшу пама пулать-çке-ха. Кунта халĕ Олеся Антонова маникюристпа Алина Егорова тата Галина Васильева парикмахерсем ĕçлеççĕ.

Çÿç касас текенсем 89034766987 номерпе телефонпа шăнкăравласа черете çырăнма пултараççĕ. Çакă клиентсен вăхăтне перекетлеме май парать. Мĕншĕн тесен вĕсен çăмăллăх илмешкĕн кĕтсе тăма тивмест. Ачасем хăйсен прическине профессиллĕ çÿллĕ шайра тутарма пултараççĕ.

“Семицветра” клиентсем алă чĕрнисене тасатса сăрлас (маникюр), ура чĕрнисене тикĕслесе хитрелетес (педикюр) тĕлĕшпе çăмăллăхсем илме пултараççĕ. Çак ĕçсене Олеся Антонова маникюрист пурнăçлать. Вăл ку енĕпе Шупашкарти хитрелĕх салонĕнче вĕренсе хăйĕн квалификацине ÿстернĕ.

Çавăн пекех коларивани, ламинировани тăваççĕ, тепĕр май каласан, çÿçе тĕрлĕ тĕспе сăрлаççĕ тата ытти те.

— Пирĕн патра илнĕ çăмăллăхсемшĕн клиентсен райцентрти ытти парикмахерскисенчен ытларах тÿлемелле мар, “Семицветра” пысăк квалификациллĕ специалистсем вăй хураççĕ тата вĕсем ĕçе пахалăхлă пурнăçлаççĕ, — пĕлтерет Татьяна Николаевна. — Çÿç кастарас, тĕрлĕ çăмăллăхсем илсе хăйсене хитререх тăвас текенсене хапăлласах йышăнатпăр.

Райцентрта черетлĕ парикмахерски уçăлни, паллах, аван, çÿç кастарас текенсен черет тăрса вăхăта ирттерме тивмĕ. Апла пулсан, “Семицвет” çăмăллăхĕсемпе усă курма васкар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика