17 ноября 2009 г.

Ăçтарах вырнаçнă-ши Анат Кушар? Упи ял тăрăхĕнчи Пинер çырми хĕрринче ларать вăл. 52 киллĕ пĕчĕк ялта виçĕ урам. Пионер ятлинче пурăнаççĕ те Анна Фоминичнапа Владимир Ильич Ильинсем. Анчахрах вĕсем пĕрлешнĕренпе 51 çул çитрĕ. Тата кил хуçи — В. Ильин сакăр вунă çул тултарчĕ.
— Эпĕ 1929 çулхи ноябрĕн (чÿк) 10-мĕшĕнче çуралнă. Çак урам, халь кунта мĕн пурĕ 7 кил, эпĕ кун çути курнă çул пуçланнă, теççĕ. Тĕрĕсех. Пирĕн аттепе апай çак вырăна урăх çĕртен куçса ларнă. Ку пÿрте 1962 çулта лартрăмăр, — тет Владимир Ильич. — Аттене ялта Илья Димитриев, апая Марфа Харитонова тесе чĕннĕ.
— Эсир çемьере миçемĕш ача пулнă? Тата хăвăрпа тĕплĕнрех паллаштарăр-ха? — ыйтуллăн пăхрăм ватă çине. — Юратнă мăшăрпа еплерех паллашрăр?
— Эпĕ пĕр пĕчченех. Ман хыççăн икĕ ача çуралнă та вилнĕ. Упири шкулта 10 класс вĕрентĕм. Хамăн пурнăçа Анат Кушар ялĕнче ирттеретĕп. Мăшăр — Çĕнĕ Йĕкĕтрен. Аннăпа клубра тĕл пултăмăр. Пирĕн ывăлпа хĕр. Икĕ мăнук пур, — хăй калассине чуна уçрĕ кил хуçи. — Ĕç стажĕ мĕн пурĕ 45 çул.
Тăван хуçалăхра вăй хума тытăннă В. Ильин. 1950 çулта ăна çара илнĕ. Çар хыççăн районти машинăпа трактор станцийĕнче слесарьте ĕçлет. Тракторсем юсать. Техника патне туртăннине хăвăртах асăрханă çав. Çамрăк çулталăка яхăн Канаш хулинче механизатор профессине вĕренет.
— 1955 çулта çĕр-шывра çерем çĕрсене уçмалли тапхăр пуçланчĕ. Мана та комсомол путевкипе Çурçĕр Казахстана ăсатрĕç. Çулталăка яхăн тракторпа сухаланă çĕрте тăрăшрăм. Унтан таврăнсан малтанхи ĕç вырăннех вырнаçрăм. МТСра ĕçленĕ чухне Тусай трактор бригадинче, бригадирĕ Тусайри Павел Беловчĕ, ĕçлеме тиврĕ, — аса илет Владимир Ильич. — Çерем çĕрте пулнă самантсем халĕ те асрах-ха.
1969 çулта В. Ильина Ленин ячĕллĕ хуçалăхри трактор бригадин бригадирĕн пулăшаканне лартнă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак вырăнта тăрăшнă Владимир Ильич.
— Хуçалăхра ĕçленĕ çулсенче асра юлмаллисем те тупăнаççĕ пуль? — тăруках ыйтрăм унран. — Мĕнпе асра юлнă самантсем пур?
— Колхозсене тракторсем ярса панă самант асрах. Лашасене çăмăллăх пулчĕ.
Çĕре тарăнрах сухалама тытăнтăмăр. Кашни гектартан тĕш тырă — 33, çĕр улми 180—200 центнер туса илме пуçларăмăр. Тата пархатарлă ĕçшĕн “Ĕçри хастарлăхшăн. В. И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” медальпе Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ тивĕçнĕ çулсем те асрах, — тет ватă. — Ял çĕнелсе аталанни те савăнтарать.
Чăнах та, Анат Кушарта пушă ларакан кил çук. Ватăраххисем патне аякри ачи-пăчи килсех çÿрет. Мĕн кулянтарать-ха Владимир Ильича. Ялта ĕçкĕ-çикĕ патне туртăнакансем йышланни канăç памасть. Çавна пула икĕ кил çунса кайнă тĕслĕхсем те вырăн тупнă.
Мăшăрне — Анна Фоминичнана та ырăпа асăнать кил хуçи. “Манпа танăшши ялта çук, ав, Филарет — аслăрах. Болеслав та — аслăрах”, — тет. — Чи аслăраххи — тăхăр вуннă урлă каçнă Анастасия Федорова”.
Ĕне усраççĕ Ильинсем. Пысăках мар сад пахчи пур.
“Ял пурнăçне” юратса вулаççĕ. Юратсах çырăнаççĕ те Ильинсем.