АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фунфурик

17 ноября 2009 г.

 

Кÿршĕ хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Утмăл тултарать Эрхип. Юбилей кÿршĕн. Пире те мăшăрпа иксĕмĕре йыхравларĕç хăнана.

— Маюк, пĕр-пĕр кĕпе туянар та… Тепĕр пулштух эрех илме манар мар, — сăмах хушрăм мăшăра. — Парне тени хакĕнче-и?

Каç сĕмĕпе Эрхип килне çитрĕмĕр. Чаплă çурт çавăрнă. Мансардăллă. Тавралла чăх-чĕп вĕçсе каçайми карта-хÿмине шуç тимĕрпе çавăрнă. Сарайĕ те кирпĕчрен, пăхсан карттус ÿкмелле. Çăлĕ те мунчипе юнашарах Эрхипĕн.

Шывĕ пÿрте кĕрет. Таса мар шывĕ те пÿртренех пăрăхпа юхса тухать. Вăт епле меллĕ. Эпĕ, ав, тарăн çырмари çăлтан алăпа çĕклетĕп темиçе çул. “Çăл, çăл чавмалла пирĕн. Пĕр пилĕк-ултă ункă Чурачăкран турттарса килмелле те… Санран пиçмест çав вăл, — пĕрехмай мăкăртатать мăшăр. — Арçын-и эсĕ?…”

Мĕн тăвăн?.. Арçынах-ха эпĕ. Хатĕрĕсем те арçыннăнах. Анчах та ĕç-пуçа куçарма укçи-тенки кирлĕ-çке. Кĕсье çÿхе пулни кăшлать.

Эрхип, Эрхип газ тытăмăнче тăрăшать те. Тата калăм туса укçи-тенкине татах хулăнлатать.

— Атьăр, атьăр, иртĕр, иртĕр мачча каштинчен… Таçта Хусанта пурăннă евĕрех хăвăртах тапранман-ха эсир... — кăмăллăн сĕтел хушшинелле вырнаçма ыйтрĕ Эрхип. — Палюккапа юнашар вырнаçăр.

Сĕтел çине “Çул куркине” кăларса лартрăм эпĕ. Арăм тăваткал, шурă-кăвак тĕслĕ кĕпене çийĕнчех Эрхипе тăхăнтартрĕ. Вырăнлă иккен.

— Хэ, санăн “Çул куркипе” юнашар хамăн “Фунфурике” вырăн парам-ха, — мухмăрла пит-куçлă Палюкка Эрхип еннелле çаврăнчĕ. — Вăт пулчĕ те…

Пĕр икĕ сехете яхăн савăнтăмăр Сăпанипе Эрхип килĕнче. Хăнана пухăннă тус-тăванĕсемпе паллашрăмăр. Пурте ĕçлĕ, сăпайлă çынсем пулни палăрчĕ. Хут купăс çеммипе ташласа та илтĕмĕр.

— Сăпани, мĕн вăл “Фунфурик?” — киле таврăнсан ыйтрăм мăшăртан. — Эрех ячĕ-и?

— Çавна та чухламастăн-и? Ара, аптекăра сутакан спирт вăл, — ăнлантарчĕ мăшăрăм. — Çынсене вĕлерекенни..

Эпĕ урăх пĕр сăмах та шарламарăм. Палюкка Эрхип юбилейне ырă тума “Фунфурикпе” пынине çеç пĕлтĕм. Хаяр шĕвеке вăл çур литр “Чапаев” кĕленчине тултарнă та…

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика