17 ноября 2009 г.

Чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шывпуçĕнчи кану центрĕнче райхаçат кунĕ иртрĕ. Унта палăртнă вăхăтра, вунă сехет валли, виçĕ ялти халăх йышлăн пухăнчĕ. Çулĕ пăрлак пулин те ваттисем те тĕл пулăва хутшăнма кăмăл тунă. Уяв ку тăрăхра çуралнă Агафия Николаевна Николаеван ывăлĕн — Çеçпĕл Мишши сăвăç çуралнăранпа 110 çул тултарнипе те çыхăнчĕ. Агафия Николаевна Шывпуç Чуракассинче çуралнă-çке.
Райхаçат кунне, кĕске сăмах каласа, Алманч ял тăрăхĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Эльза Яковлевна Васильева уçрĕ.
— Хаçат-журнал халăха ĕлĕкренех кирлĕ пулнă. Ун тăрăх çынсем вырăнти, республикăри хыпар-хăнарпа хаваспах паллашнă. Халь вырăнсенче радио сас памасть те, мĕн тăвăн, ирĕксĕрех алла хаçат-журнал тытатăн.
Эпĕ те, акă, район хыпарçисĕр пурăнаймастăп. Унпа паллашатăн-тăк, хăвăртах район тăрăх чупса тухнă евĕр, çĕнĕ хыпарсемпе паллашатăп. Мĕн çырнă-ши страницăсенче? Кама сăн ÿкерчĕкпе çапса кăларнă-ши тетĕп?
Алманч ял тăрăхĕн хăйĕн сайчĕ пур. Çавăн валли хамăр ĕç-хĕле çутатса тăратăп эпĕ, — терĕ Эльза Яковлевна. — Апла пулсан вырăнти çĕнĕ хыпарсене район хаçатĕнче те, интернетра та вырăн памалла пирĕн.
Райхаçатăн тĕп редакторĕ Иван Прокопьев хăйĕн сăмахĕнче, Шывпуç тăрăхĕ район центрĕнчен аякра вырнаçнă пулин те, редакципе журналистсемшĕн татах та çывăхрах пулнине палăртрĕ. Çавăнпа пĕрлех Шывпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕ, район хаçатне çырăнтарассипе ытти çыхăну уйрăмĕсем хушшинче, аялтан иккĕмĕшĕ пынине пытармарĕ.
— Эсир ан кÿренĕр те, кашни 100 кил пуçне илсен, сирĕн тăрăхра район хаçатне çырăнса илнĕ кăтарту 11,4 процентпа çеç танлашать. Сирĕнтен сахалтарах та — Супарти çыхăну уйрăмĕ. Хальхи вăхăтра сирĕн тăрăхра район хаçатне 33 çемье илсе тăрать. Эпир хамăр патра палăртнă тăрăх, çитес çулхи пĕрремĕш çур çулшăн сирĕн патра “Ял пурнăçне” 45 экземпляртан кая мар сармалла. Ку вăл пурнăçлама май çук цифра мар, ăна çине тăрсан пурнăçлама пулатех, — хăй шухăшне пĕлтерчĕ Иван Афанасьевич. — Халь çакăнта залра ларакансенчен хамăр тус-тăвансене район хаçатне çырăнтарар. Шăпăр та, ав, кашни хуллине пĕрлештерсе çыхмасан, тухăçлă шăлаймасть. Пĕрлĕхре пулар тус-тăванăмăрсем.
И. Прокопьев райхаçата çулленех активлă çырăнакансен тата ăна алăран пăрахмасăр вулакансен пĕр ушкăнне район пурнăçĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă “Красноармейский район: люди и судьбы” кĕнекене парнелерĕ. Ăна чи малтанах Шывпуçĕнче пурăнакан, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Петр Егоров, вырăнти çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче вăй хунă Георгий Скворцов, Çĕньялти Георгий Ивановпа Виталий Александров, Вячеслав Тимофеев, Вăрманкас Чуракассинчи Любовь Егорова — пĕтĕмпе сакăр çын — илме тивĕç пулчĕç. Район хаçачĕпе туслă çынсем татах та пур ку тăрăхра. Акă, Вăрманкас Чуракассинчи Александр Иванов — 77 çулта, тепĕр Александр Ивановĕ 81 çул çинче пырать. Иккĕшĕ те — район хыпарçин тусĕсем вĕсем. “Манăн киле пĕтĕмпе 4—5 тĕрлĕ хаçат журнал килет. Чи малтанах алла район хаçатне тытатăп, — тет Александр Иванович. — Кăмăла каять хаçат”. Красноармейскинчи Гурий Дубров çыравçă, сăмах май, вăл райхаçат редакцийĕ çумĕнче йĕркеленĕ агитушкăнăн чи пултаруллă юрăçи, хăйĕн сăмахĕнче ку тăрăха хăй чĕререн юратни пирки асăнчĕ. Пĕрремĕшĕ вăл ку тăрăхра унăн йăх-несĕлĕсем пуррине тата ку тăрăх Çеçпĕл Мишши амăшĕ çуралнипе паллă пулни çинче чарăнчĕ. Гурий Егорович хăй сумлă çыравçăна тата Чуракасси ене сума суса “Эпир — Çеçпĕл йăхĕнчен” юррăн сăввисене çырнине пытармарĕ.
Çак статьян авторĕ — райхаçат редакцийĕн пай редакторĕ — Георгий Ефимов — Тусли малашне Алманчпа Шывпуç тăрăхĕсенче “Ял пурнăçне” çырăнтарас ыйтăва куçран вĕçертмессине пĕлтерчĕ. Райхаçат редакцине вырăнти хыпарсене вăхăтран-вăхăта пĕлтерсе тăма ыйтрĕ. “Пĕр шухăш-кăмăлпа ĕçленинчен пахараххи урăх çуках халь”, — терĕ Гергий Леонидович.
Кану центрне пухăннисем, редакцие вырăнти вăл е ку хыпара вăхăтра пĕлтерсе тăрас тĕлĕшпе, хуçалăхри обществăлла корреспондентсен постне йĕркелеме пулчĕç. Ăна виçĕ çынтан: Зоя Ильина библиотекарь, Георгий Ивановпа Георгий Скворцов пенсионерсене суйларĕç. Постăн ертÿçи пулма Зоя Васильевна Ильинана шанчĕç. Тĕл пулăва хутшăннисем хăйсем те тухса калаçрĕç, вырăнлă сĕнÿсем пачĕç. Акă, Çĕньялти Игнатий Скворцов яла Шупашкартан черетлĕ рейспа хутлакан автобус тем сăлтавпа ĕнтĕ, Шывпуçне мар, Туçи Чуракасси çывăхĕнчи чарăнăва çитиччен çеç çÿрени пирки пăшăрханса каларĕ. “Пирĕн тăрăх Çеçпĕл Мишшипе те çыхăннă ĕнтĕ. Республикипе паллă поэта Канаш тăрăхĕнче сума суса паллă тăваççĕ. Эпир вара тем айăпа кĕнĕ. Хăть çавна шута илсе çÿретесчĕ автобуса. Халь вара пурин те 4—5 çухрăма утма тивет. Пире, паллах, ватăсене, çăмăлах мар, — чун ыратăвне уçрĕ Игнатий Павлович. — Пулăшăр-ха пире”…
Çак шухăш-ыйтăвах тĕл пулăва пухăннă темиçе вулакан та палăртрĕ. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн конкретлă тĕслĕхпе тивĕçлĕ пулăшăвĕ çитеймест-ха хальлĕхе.
Шывпуç тăрăхĕнче вырăнти паллă çынсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕпе вулакансене паллаштарасси тата унччен районти, республикăри хаçат-журналта вĕсем çинчен çырса кăтартнă материалсене альбомсем туса тивĕçлĕ упрасси çирĕп йăлара. Ку тĕлĕшпе кунта Зоя Васильевна Ильина библиотекарь иксĕлми тÿпе хывни куç умĕнчех.
Райхаçат кунĕнче те вăл Шывпуç тăрăхĕнчи ялсенчи паллă çынсене сума суса альбомсен выставкине йĕркеленĕ. Тавах, ăна.
Шывпуç тăрăхĕнчи виçĕ ял халăхĕ редакци çумĕнчи агитушкăнăн сехете яхăн пынă концертне пăхса савăнчĕ. Иван Прокопьев баянистпа Георгий Ефимов хут купăсçă тата Гурий Дубровпа Люба Захарова шăрантарнă чăваш юррисене кашниех хапăлласа йышăнчĕ.
— Татах килĕр, пирĕн пата çулне ан çухатăр. Эпир сире йышăнма яланах хавас, — тарават кăмăлпа ăсатрĕç редакци коллективне шывпуçсем. — Татах çитĕр!