АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравçăн тепĕр кĕнеки

17 ноября 2009 г.

Çыравçăн тепĕр кĕнеки

 

Нумаях пулмасть Шупашкарти “Çĕнĕ вăхăт” типографире хамăр ентешĕн, Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕн, районти Нестер Янкас, Алексей Милли, Михаил Тинехпи премийĕсен лауреачĕн Константин Филиппович Шачкинăн черетлĕ кĕнеки кун çути курчĕ.

Ăна автор вырăсла пичетлесе кăларнă, “Вот это класс!” ят панă. Ентеш хăйĕн черетлĕ кĕнекине Пĕтĕм тĕнчери “Интерстронг” клубăн ятарлă медалĕпе Дипломне тивĕçнĕ Чăваш енри хисеплĕ тавра пĕлÿçĕне Илья Михайлович Михайлова халалланă. Ку кăларăм формипе те, содержанийĕпе те уйрăлса тăрать. Кунта тăван ен çыннисемпе çуралнă ял çинчен çырнă очерксем вырнаçтарнă, прозăпа поэзи те пур, тăван тавралăх çинчен çырнă публицистикăллă статьясем те вырăн тупнă.

Кĕнеке кĕске биографипе пуçланать. К. Шачкин ку таранччен республикăпа ун тулашĕнче тухса тăракан 25 хаçат-журналпа çыхăну тытнă. Уйрăмах Константин Филиппович Çĕрпÿ районĕнчи “Çĕрпÿ хыпарçи” хаçатпа туслă. “Вот это класс!” — çапла ят панă автор пĕрремĕш статьяна. Унта вăл Çĕрпÿри вăтам шкула (халĕ пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкул) 1946 çулта вĕренсе пĕтернисем çинчен каласа парать.

Кĕнекере “Легенда о долине змей”, “Симбиоз”, “Особый вариант”, “И так бывает” калавсем, 52 сăвă пичетленнĕ. Константин Филипповичăн “На лестничной площадке”, “Хмурое утро”, “Мы на Волге родились”, “Теперича, теперича” сăввисене юрра хывнă.

“Çут çанталăк пулăшу ыйтать” рубрикăпа пичетленнĕ статьясем хăй вăхăтĕнче “Советская Чувашия”, “Путь Октября”, “Цивильский вестник” хаçатсенче кун çути курнă. Вĕсен ячĕсемех ĕç-пуç мĕн пирки пыни çинчен калаççĕ: “Зачем удобрять дороги?”, “Крушится, рушится берег Цивиля”, “Природа: кто ее загрязняет?”, “Пора возвращать долги”, “Что будет в будущем?”, “Эрозия —большая беда”, “Болезнь почвы. Можно ли ее вылечить?”

“Читательский перекресток” рубрикăпа пичетленнĕ статьясем те çăмăллăн вуланаççĕ. Кĕнеке вĕçĕнче социологи очеркĕ — “Именкасси ялĕ” вырнаçтарнă. Унта çавăн пекех автор хăй тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнса тунă сăн ÿкерчĕксене, тивĕçнĕ хисеп грамотисен копийĕсене вырнаçтарнă.

Кĕнеке 300 экземплярпа пичетленнĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика