17 ноября 2009 г.

Женьшень çут çанталăкăн чĕрĕ палăкĕ шутланать. Унăн сиплĕхĕ питĕ пысăк пулнине Китайра 4000 çул каялла тухнă “Сиплĕ курăксем” кĕнекерех çырса кăтартнă. Вăйне кура ятне те тĕрлĕрен панă: “Турă парни”, “Çамрăклăх тымарĕ”, “Пурнăç тымарĕ” тата ытти те. Хакĕ те пысăк пулнă. Пĕр виçĕ тымара 3 виçе ылтăнпа е 200 виçе кĕмĕлпе улăштарнă.
Хальхи вăхăтра çут çанталăкра хăй тĕллĕн ÿсекен женьшень юлман тесен те юрать. Ăна Пĕтĕм тĕнчери “Хĕрлĕ кĕнекене” кĕртнĕ.
Авалтанпах женьшень тымарне килти пахчасенче ÿстерме шутланă. Анчах унăн биологине пĕлмен пирки чылай çул вăй хурса ĕçлени усăсăрах вĕçленнĕ.
1949 çултах И. В. Сталин Указĕпе женьшень тымарне тĕпчес, пахчасенче, плантацисенче çитĕнтерме май тупас ĕçе Наукăсен академине шанса панă.
Совет влаçĕ вăхăтĕнче вăрман хуçалăх, ял хуçалăх тата сывлăха сыхлас ĕç министерствисен умĕнче тăракан ыйтусенчен пĕри женьшень ÿстересси пулнă. Вăл ĕçе халăх умне çитерсе, халăх сывлăхне çирĕплетес тĕллев лартнă. Женьшень клубĕсене уçнă, плантацисем тунă, ятарласа совхозсем йĕркеленĕ. СССР арканнă хыççăн йĕркелесе янă хуçалăхсем, колхозсемпе совхозсем саланнă пекех, арканчĕç.
Женьшень сиплĕхĕ, вăйĕ çинчен питĕ кĕскен çакна калама пулать. Вăл çынна пысăк вăй-хăват парса тăрать, сывлăха сыхлать, организма çамрăклатать. Йывăр ĕçлесе, пуçпа шутласа нервăсем ывăнсан, унпа вăй илеççĕ. Вăл пуç мимине лайăх ĕçлеме пулăшать. Клеткăсем патне ытларах кислород илсе çитерет. Йывăр операци умĕн, ун хыççăн организм вăйсăрланса çитсен, женьшеньпе ура çине тăратаççĕ. Женьшене космонавтсене, летчиксене, спортсменсене, полюссенче ĕçлекенсене, тинĕсре, шыв айĕнче ишекенсене, шахтерсене, йывăр та вĕри ĕçре ĕçлекенсене параççĕ. Пуç мими тапрансан, ятарласа женьшень е арали препарачĕсемпе сиплеççĕ. Хĕрарăм чирĕсене те сиплеççĕ. Арçынсен чакнă ар вăйне те вăлах ÿстерет. Йывăр условисене лексен, адаптоген шутланать.
Эпĕ çакна сисрĕм: женьшень йышăннă хушăра сăра, эрех ĕçес шухăш пуçа пырса кĕмест. Хăвна уçăмлă, çителĕклĕ вăйра туятăн.
Шупашкарта женьшень ÿстерме чи малтан Н. С. Гранадский (чăваш) пуçларĕ. Вăл — тĕнчери хваттерти условисенче женьшень ÿстерме пултарнă пĕрремĕш çын.
Эпир вăл пуçарнипех женьшень çитĕнтерекенсен клубне çÿрерĕмĕр. Пĕлмен, илтмен, курман ÿсен-тăрана ÿстерме шикленерех тытăнтăмăр. 1991 çулта вăрман хуçалăх, ял хуçалăх тата сывлăха сыхлас ĕç министерствисем урлă пире Тебердински ватă вăрманта женьшень ÿстерме сăнавлă участок уйăрса пачĕç.
Вăрман пăсса женьшень ÿстермелли вырăна (панаксари) палăртрăмăр. Панаксари вырăнне 60 см тарăнăш чаврăмăр. Çĕрĕн çиелти 5—15 см сийне пулас йăран çине хума хăвартăмăр. Тĕрлĕ вырăнта — тĕрлĕ çĕр. Çавăнпа çĕр хутăшне тĕрлĕрен хатĕрлеме пулать. Тĕслĕхрен, эпир çĕр хутăшне çапла турăмăр. 3 виçе — вăрман тата çерем çĕрĕ, 1 виçе — икĕ-виçĕ çул çĕрнĕ тислĕк, 2 виçе — уçă çĕрте пĕр-икĕ çул выртнă, лайăх саланакан торф, 0,5 виçе — çĕрнĕ йывăç, 0,5 виçе — типсе хуралнă, çĕрме пуçланă çулçă, 1,5 виçе — шултра пĕрчĕллĕ шыв хăйăрĕ, 0,1 виçе — известь, 0,1 виçе — йывăç кĕлĕ, 1 виçе — 2—5 миллиметрлă ала витĕр кăларнă чул е шлак. Çĕрĕн йÿçĕкĕ вăтам, 6—6,5 pH пулмалла.
Хатĕрленĕ хутăшсене пурне те 8—10-миллиметрлă ала витĕр кăлартăмăр. Çум курăк тымарĕсене, хурт-кăпшанкăсене пуçтарса илтĕмĕр. Пурне те пĕрле тĕплĕн пăтратрăмăр. Юлашкинчен чир-чĕр бактерийĕсене пĕтерме 0,5 процентлă вĕри марганцовка шывĕпе витĕрех шăвартăмăр.
Панаксари шăтăкĕ тавралла хушă хăвармасăр шифер тăратрăмăр. Шифер çĕр шайĕнчен 50—60 см çÿлерех тăмалла. Ку вăл каюра, шăши кĕресрен, çамрăк женьшень çине тÿрĕ хĕвел пайăркисем ÿкесрен те сыхлать. Çÿремелли çулпа йăран хушшине те шифер тăратрăмăр.
Йăран тĕпне дренаж тума шултра чул, шлак, çиеле хăйăр сартăмăр. Хăйăр çине çĕр хутăшне тултартăмăр. Йăран икĕ пуçне пăрăхсем (труба) лартрăмăр. Панаксари тăррине çÿлерех турăмăр. Çак ĕçсем женьшень ÿснĕ вырăнта сывлăш хăвăрт улшăнса тăма, чир-чĕртен ăна сыхласа хăварма пулăшаççĕ. Кăпăшка çĕр çÿлсерен пусăрăнса анассине шута илсе, йăрансене çĕр шайĕнчен 15—20 см çÿлерех хăпартрăмăр. Панаксари тавралла тимĕр карта тытрăмăр. Тăррине кăнтăр енчен 1 см, çурçĕртен — 2 см хушă хăварса рейкăсенчен щит туса витрĕмĕр. Женьшень 4 çула çитиччен рейкăсем хушшине хушă хăвармасан лайăхрах. Тавралла та, рейкăсен хушшине 3—4 см хушă хăварса, щитпа хупларăмăр. Уяр çанталăкра çĕр нÿрĕ тăма эрнере икĕ хут лейкăпа вăраххăн шăвар-тăмăр. Пĕрремĕш çул чир-чĕр ересрен пульверизаторпа 0,03 процентлă марганцовка шывĕпе çу каçиччен 4 хутчен сирпĕтрĕмĕр. 15—20 минут иртсен женьшень çулçисене тăрă шывпа сирпĕтсе çуса илтĕмĕр.
Çĕре çăмăлрах та хатĕрлеме пулать. Çапах та кирек мĕнле ансат хатĕрлесен те çак ăнланусенчен иртме кирлĕ мар. Çĕр хутăшĕ кăпăшка та пулăхлă пулмалла. Ăна çум тымарĕсенчен, хурт-кăпшанкăсенчен тасатмалла. Çĕр хутăшне пĕве, кÿлĕ тĕпне, çĕрсе хуралнă выльăх тислĕкне кĕртмелле. Лаша тислĕкне хушсан çĕр татах пуянланать. Çакна та пĕлмелле. Çĕр хутăшне сысна тислĕкне, юман çĕрĕкне, çулçине, кĕлне тата çĕр улми, помидор ÿснĕ çĕре те кĕртме юрамасть.
Вăтамран çĕр хутăшне çапла илме пулать: 4 виçе — çерем çĕрĕ, пĕве, кÿлĕ тĕпĕ, 1 — лайăх çĕрнĕ выльăх тислĕкĕ, 1 — лаша тислĕкĕ, 1,5— шыври шултра хăйăр, 1,5 — торф. Торф пулмасан 3—5 миллиметрлă ала витĕр кăларнă вĕтĕ чул, шлак хушмалла. Кĕлпе усă курмалла. Вĕсене пĕрле тĕплĕн çĕрĕштермелле. Панаксари йăранне тултармалла.
Вăрăсене 20—25 сантиметрпа 4 сантиметр тарăнăш лартмалла. Лартас умĕн 0,5 процентлă марганцовка шывĕ çинче 20 минут тытмалла. Вĕсем 18—20 уйăхран, иккĕмĕш çуркунне, кăна шăтса тухаççĕ. Çуркунне лартнă вăрăсем çуркуннех шăтса тухчăр тесен, вĕсене стратификаци тумалла. Унăн хăйĕн технологийĕ пур.
Женьшень 6 çула çитиччен сиплĕхне палăртмасть. Çулсерен унăн сиплĕхĕ ÿссе, вăйланса пырать.
Сентябрьте женьшень вăрри тулса çитет. Сентябрь — октябрь уйăхĕсенче вĕсене лартса хăвармалла. Астăвăр: çĕр улми, помидор ÿснĕ вырăна лартма юрамасть. Яланхи çилсем те çак ÿсен-тăрансен енчен вĕрмелле мар.
Килти хуçалăхра 1,5—2 метр тăршшĕ панаксари тусан та çитет. Çулсем иртсен женьшень тымарне кăларнă вырăна çĕнетсе пыма панаксарипе юнашар 0,5—0,75 тăваткал метр питомник тусан лайăх. Унта вăрăсене 5—6 сантиметр тарăнăшне лартмалла. Пĕр-виçĕ çул ÿснĕ çамрăк тымарсене панаксарине пушă вырăна яланлăхах куçармалла. Тымарсене 30—45 градус чалăш лартмалла. Ирхи тата каçхи хĕвел çути ытларах кĕтĕр тесен панаксарине çурçĕртен кăнтăралла вырнаçтармалла.
Кунта эпĕ пĕр йăранлă панаксари схемине илсе кăтартрăм.
Кăçал панаксари туман тата вăрăсене кăçалах лартса хăварас тĕллев пулсан, çакăн пек сĕнÿ пама пулать. Вăрăсене кăпăшка çĕр çине сулхăна 5—6 сантиметрпа лартмалла. Тăррине хушă хăвармасăр 50—60 сантиметр çÿллĕшĕнче витмелле. Вĕсем 18—20 уйăхран шăтса тухаççĕ. Çак хушăра çуркунне панаксари тумалла. Хăвăртрах ÿстерес текенсене вăрăсене стратификаци туса пама та пултаратăп.
Женьшень ÿстерме ĕмĕт-ленекенсене вăрăпа тивĕçтерме, ÿстерес вăрттăнлă-хсене тĕплĕнрех ăнлантарма тăрăшăп.
Женьшень лартăр, ÿсте-рĕр. Унăн вăйĕпе, сиплĕхĕпе çамрăкланăр, хăвăрăн пурнăçа вăрăмлатăр.