АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Ачасенче телейĕме куратăп”

17 ноября 2009 г.

“Ачасенче телейĕме куратăп”

 

Супарти Вокзальнăй урамри Николаевсен килĕ ир-ирех хаваслă та савăк сасăсемпе тулчĕ. Сăлтавĕ те пулчĕ çав. Кил хуçин, Нина Тимофеевнан, çуралнă кунĕ. Ачисем пурте çемйисемпе юратнă амăшне чыслама килсе çитнĕ.

Епле савăнмăн çичĕ ача пăхса ÿстернĕ ватăн. Авă, Роза Çĕрпÿри тĕрме тытăмĕнче склад заведующийĕнче тăрăшать, Аля Именкассинче тĕпленнĕ, Лена Мускавра сутуçăра вăй хурать, Люба 15 çула яхăн Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче юрлать, Ира Ульяновск хулинче пурăнать, çĕвĕçĕре ĕçлет. Ывăлĕсем — Тольăпа Эдик — водительсем. Ывăл-хĕрĕсем, уяв кĕрекине пуçласа, хăйсене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăш-нăшăн хаклă çынни пирки вуншар ăшă сăмах каларĕç. Вĕсене тивĕçлех ватă. Каярах аса илÿсен авăрне путрĕ кинеми.

Н. Николаева 1932 çулта Супар ялĕнче çуралнă. Ялти шкулăн 6 класне вĕренсе пĕтернĕ. Малалла пĕлÿ илме май килмен йышлă çемьере çуралнăскерĕн. Пĕр килте пиллĕкĕн çитĕннĕ вĕсем. Толя Шупашкарти пĕр заводра вăй хунă, Любăпа Зоя суту-илÿ ĕçне килĕштернĕ, Аля вара медсестрара тăрăшнă.

Ашшĕ, Тимофей Петров, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Çĕнтерĕве Берлин хулинче вĕçленĕ. Вăл мĕн пенсие тухичченех тăван хуçалăхра кладовщикра, каярах хатĕрлевçĕре ĕçленĕ. Амăшĕ, Евдокия Дмитриевна, ĕмĕрне колхоз производствинче ирттернĕ.

Мĕн çамрăклах ĕçе кÿлĕнме тивнĕ Н. Николаеван. Икĕ çул хушши Алманч ГЭСне тума хутшăннă. Пилĕк çул хушши Кире, Çарăкли, Буинск вăрманĕсенчен тухма пĕлмен. Йывăрлăхĕ самаях пулнă çав, сиввине те чăтнă. Чукун çул тытăмне те илсе çитернĕ ăна шăпа. Шупашкар-Канаш чукун çулăн 64—70 километрне пăхса тăнă, сахал мар вакун пушатма тивнĕ.

1954 çулта çак ял каччипе Иван Николаевпа çемье тĕвĕлет Нина. Мăшăрĕ хăй вăхăтĕнче бригадир, комбайнер пулса ĕçленĕ, каярах топсбытра склад заведующийĕнче вăй хунă. Шел, йывăр чире пула мăшăрĕ ир çĕре кĕрет, Нина Тимофеевна 7 ачапа 44 çултах пĕччен тăрса юлать. Ун чухне кĕçĕн ывăлĕ те çичĕ çулта кăна пулнă.

— Упăшкана ултă çул пăхрăм. Колхоз ĕçĕнчен юлман, фермăра та нумай çул ĕнесем сурăм. Пус çумне пус хушса, вăй çитерсе пÿрт-çурт çĕклерĕм, тавах атте-аннене, вĕсем чылай пулăшу кÿчĕç. Сăмах май, аннене, чирлĕскерне, чылай çул хушши пăхма тиврĕ, — тет паян ватă. — Çамрăклăх çулĕсем çăмăл килмерĕç. Апла пулин те халĕ ватлăхра ача-пăчапа савăнатăп. Халиччен вĕсенчен пĕр сивĕ сăмах та илтмен. 14 мăнук, 5 кĕçĕн мăнук манăн. Килте пĕчченех пурăнатăп пулин те, нихăçан та тунсăх пусмасть мана. Тăван киле килсен Тольăпа Аля купăспа выляççĕ, Люба вара çепĕç чăваш юррисемпе савăнтарать.

77 çулхи ватă “сенкер экранпа” чăваш передачисене пăхма кăмăллать, хаçат-журнала куçлăхсăрах вулать. “Ĕç ветеранĕ”, “Ача амăшĕн мухтавĕ” медальсене тивĕçнĕ вăл. Чыслă ĕçшĕн хуçалăх панă хисеп грамотисемпе парнесем те пур унăн.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика