17 ноября 2009 г.

Йывăçсем, чечексем пирĕн пурнăçа илем кÿреççĕ, кăмăла хăпартаççĕ, çав вăхăтрах сывлăша тасатаççĕ. Çак тĕллевпе ĕнтĕ ачасене мĕн пĕчĕкренех симĕс планета тĕнчине юратма вĕрентмелле.
Тавралăх илемне пуянлатас тĕлĕшпе шкул кăçал анлă ĕçсем туса ирттерчĕ. Классем хушшинче кĕркуннехи йывăç-тĕм лартмалли уйăхлăхра чи маттуррисен ятне тăваттăмĕшсемпе улттăмĕшсем çĕнсе илчĕç. Вĕсен ертÿçисем — Наталия Николаевна Лукина тата Римма Ивановна Яковлева. Ачасем тем тĕрлĕ йывăç та лартрĕç: чăрăш, хурăн, юман йывăççисене çырмаллă вырăнсене лартса хăварчĕç, палан, пилеш, чие тата груша йывăççисем вара харпăр хăй пахчисенче вырăн тупрĕç. “Чи нумай йывăç лартакан” номинацине 9-мĕш тата 5-мĕш класра вĕренекен Федор Михайловпа Игорь Ефимов çĕнсе илчĕç. Экологи ыйтăвĕсемпе шкул коллективĕ туслăн ĕçлет. Кăçал эпир Республикăри çамрăксен экологи дружинипе туслашса кайрăмăр. Çут çанталăка сыхлас тата упрас енĕпе ĕçлекен обществăлла организаци хаваспах пирĕн шкулпа ĕçлеме килĕшрĕ. Малтанах ачасем творчествăлла уйрăм ĕçсем туса ирттерчĕç: йывăç лартса ÿстерме чĕнсе слогансем шутласа кăларчĕç тата тăватă йĕркерен тăракан сăвăсем çырчĕç. 3-мĕш, 7-мĕш тата 9-мĕш классен ĕçĕсем чи пултаруллисен шутне кĕчĕç. Ĕçе малалла уçă сывлăшра тăсмалла пулчĕ. Чатукасси ял тăрăхĕн администрацийĕ пире йывăç паркне туса яма шкул хыçĕнчи çĕре уйăрса пачĕ. Пулас паркра лартнă йывăçсене выльăх-чĕрлĕх ан çĕмĕртĕр тесе йĕри-тавра карта тытрăмăр. Кĕтнĕ кун çитрĕ: тĕп хуламăртан экологи дружини йывăç тĕмисем — чăрăшсемпе юмансем — илсе килчĕ. Малтанах вĕсем ачасемпе “Вăрман — пирĕн пуянлăх” темăпа уçă урок ирттерчĕç. Нумай çĕнĕ япала пĕлтĕмĕр эпир унта. Пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн йывăçсем лартма тухрăмăр. Малтанах пире йывăçа еплерех лартмаллине кăтартрĕç, мĕнле пăхса тăмаллине асăрхаттарса хăварчĕç. Пĕрисем лартрĕç, теприсем шăварса пычĕç. Ĕç вĕрерĕ кăна çак кун. Пурĕ 350 йывăç вырăн тупрĕ çĕнĕ паркра. Ĕçе пĕтерсен пурте пĕрле пухăнтăмăр. Шупашкартан килнĕ çут çанталăк тусĕсем пире тав турĕç, кĕнекесем парнелерĕç. Каннă май, тутлă шоколадсемпе хăналарĕç. Хисеп грамотине те тивĕçрĕ шкул çак пархатарлă ĕçшĕн. Мĕнех, кĕтер çуркуннеччен. Ун чух вара вĕсене шăвармалла, пăхмалла. Ку ĕçрен эпир хăрамастпăр.