17 ноября 2009 г.

Каникула каяс умĕн шкулта йăлана кĕнĕ кĕр уявĕсем иртрĕç.
1—4-мĕш классем хушшинчи “Кĕркуннехи карусель” утренникра ачасем хăйсен пултарулăхне анлăн кăтартрĕç. Кĕр илемĕ çинчен кĕвĕленĕ юрăсем юрларĕç, сăвăсем каларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç. Пахча çимĕçрен ăсталанă “Асамлă тĕнче” куравпа паллашрĕç. Амăшĕсен пулăшăвĕ те сисĕнчĕ уявра. Вĕсем ачасене кĕр çыххисем тума пулăшнă. Уйрăмах иккĕмĕш класри Андрей Дипломатовăн усрав амăшĕ Елена Григорьева тата Данила Егоров амăшĕ нумай тимленĕ. 1-мĕш классем питĕ интереслĕ спектакль кăтартрĕç. Ачасем “Кĕрхи мода” конкурса та тăрăшса хатĕрленнĕ. Максим Егоров (4 кл.) тата Андрей Дипломатов (2 кл.) чи килĕшÿллĕ тумсем кăтарт-рĕç. Кристина Дмитриева (1 кл.) тата Андрей Дипломатов (2 кл.) “Кĕрхи Король тата Королева” ятсене тивĕçрĕç. Ачасене кĕрхи уява хатĕрленме класс ертÿçисем Н. Н. Лукина тата Г. Ю. Максимова нумай тимленĕ.
5—9-мĕш классенче вĕренекенсем кĕркуннепе сыв пуллашнă май конкурслă диско-бал ирттерчĕç. Кĕр илемĕ, пуянлăхĕ ачасен пултарулăх ĕçĕсенче витĕмлĕн палăрчĕ: юрă-сăвă, пахча çимĕç çинчен калăпланă шÿтлĕ сăвă йĕркисем, рекламă, ÿкерчĕксемпе алăпа ăсталанă ĕçсем, кĕрхи апат-çимĕçе презентацилесси. Çак ĕçсене пурте кăмăллăн пурнăçларĕç. Люба Ефимова (6 кл.) вĕрене çулçисенчен кĕл чечексем туса килни пурне те тĕлĕнтерчĕ. 9-мĕш класри Ксения Алексеева тата Сергей Ефремов балра Ромеопа Джульетта рольне илĕртÿллĕ сăнласа пачĕç. Кĕрхи тумсене çÿллĕ шайри подиумра кăтартни пурне те килĕшрĕ. Арçын ачасен хорĕсем класăн-класăн юрă шăрантарни мĕн тери илĕртÿллĕ самант пулчĕ кĕрхи балра! Олеся Петрова (7 кл.), Ульяна Сорокина (8 кл.), Настя Кириллова (6 кл.) пур конкурсра та чи маттуррисем пулчĕç. 5-мĕш класра вĕренекенсене (ертÿçи А. Н. Григорьева) чи пултаруллисем тесе палăртрĕç. Пурте савăнăçлă, хĕпĕртÿллĕ туйăмсемпе килелле саланчĕç. Сăмах май каласан, кăçал шкул пахчинче ачасем тăрăшнипе пахча çимĕç ăнса пулчĕ. Хăярпа помидор салачĕсем аппетита уçрĕç, апата витаминлатма пулăшрĕç кĕрхи кунсенче, халĕ вара тăварланă çимĕçсене винегрет тунă çĕре усă куратпăр. Кишĕрпе хĕрлĕ кăшмана вара 700-шер кг яхăн туса илтĕмĕр шкул пахчинче. Купăстасăр апат менюне тума май çук. Кăçал эпир сакăр тĕслĕ сорта пĕр тоннăна яхăн туса илтĕмĕр — ир пулаканни, хĕллехи, кăвак тата чечеклĕ купăста, кольраби. Халĕ купăста яшки, купăста салачĕсем яланах пирĕн менюна витаминпа пуянлатаççĕ. Кăçал шкул пахчи ытти çулхисенчен питĕ уйрăлса тăчĕ. Кунта ачасем класс ертÿçисем ертсе пынипе тĕрлĕрен сиплĕ курăксем çитĕнтерчĕç. Укроппа петрушкăсăр пуçне майоран, базилик, тмин тата виçĕ тĕрлĕ салат ÿстерчĕç ачасем йăрансем çинче. Ку таранччен шкул пахчинче ÿсмен шпинат та вырăн тупрĕ. Чечеке ларчĕ, çырлисем татса пĕтермелле мар нумай пулчĕç. Варени пĕçертĕмĕр. Халĕ вара чей çине ярса е юхмалли икерчĕ çине сĕрсе йăпанатпăр унпа.