17 ноября 2009 г.

Юпа уйăхĕн вĕçĕнче халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче кунти пултарулăх коллективĕсем çĕнĕ сезона уçнă май “Эпир Сире хавас” ятлă пысăк мероприяти иртрĕ.
Сценăна уяв сăнĕ кĕртнĕ. Уяв эмблемине вырнаçтарнă. Аякранах “РДНТ: Мы рады Вам” тесе çырни курăнать. Чăваш кĕвви янăрать. Сцена çине уява ертсе пыракансем — О. Дуйсембаевапа Л. Игнатьева тухаççĕ, пурне те çĕнĕ сезона уçнă ятпа саламлаççĕ, Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхне В. Шестакова сăмах параççĕ. “Ял çыннин çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пушă вăхăт, канăç çук. Апла пулин те халĕ, уй-хирти мĕн пур ĕçсене вĕçленĕ хыççăн, унăн сывлăш çавăрса, канса илме майĕ те, тивĕçĕ те пур, — терĕ Владимир Константинович. — Вăл пушă вăхăт пур чухне çийĕнчех кану центрĕсемпе çурчĕсене çул тытать.
Иртнĕ çул халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕсем вуншар концертпа спектакль кăтартрĕç, халăха савăнтарчĕç. Районти халăх хорĕн, “Трак ен” халăх фольклор ансамблĕн пултарулăхне район тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. “Çунат” театр ушкăнĕ те республикăри тупăшусенче палăрчĕ. Сире çĕнĕ сезонта та ăнăçу, телейпе ăраскал сунатăп. Концертсемпе спектакльсенче яланах тулли зал пултăр.
Сцена çинче “Взгляд” ташă ушкăнĕ. Тăватă хĕр епле илемлĕ ташлаççĕ, хăйсене сцена çинче еплерех тытма пĕлеççĕ. Пĕр юрă-ташă теприне ылмаштарать. Н. Никоноров ертсе пыракан “Трак ен” фольклор ансамблĕ куракансене хăйĕн репертуарĕнчи виçĕ юрă парнелерĕ. Хĕрарăмсен “Кăмăл” вокал ансамблĕ (ертÿçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) “Манмастпăр”, “Çăлтăр çÿлте тÿпере” юрăсене халăх умне кăларчĕ. Н. Никоноровпа А. Алексеев баянпа “Вальс” вылянине куракансем ăшшăн йышăнчĕç. “Çунат” театр ушкăнне çÿрекенсем (ертÿçи — Н. Николаева) спектакльсенчи уйрăм сыпăксене кăтартни, Анна Ефимова вырăс юррисене шăрантарни, пултарулăх çуртĕнче вăй хуракансен кулăшла сценкисем уяв программине чылай пуянлатрĕç. Районти ветерансен хорĕ (унта пĕтĕмпе 15-ĕн пулчĕç) те (ертÿçи — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Алексеев) куракансене чăваш тата вырăс юррисене парнелерĕ. Хĕрсен ушкăнĕ (ертÿçи — О. Яковлева) вара “Хĕвел тухăç ташшипе” тĕлĕнтерчĕ.
Çапла, çĕнĕ сезон уçăлчĕ. Район — 75, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнă çулталăкра культура пурнăçĕ пуян та тулли, пур енлĕн пуласса шанас килет.