АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кану центрĕ уçăлчĕ

17 ноября 2009 г.

 

Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоровăн 2007 çулхи ноябрĕн 9-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указĕпе килĕшÿллĕн ялсенчи базăлла клуб учрежденийĕсене йĕркелес ĕç мероприятийĕсем активлă пыраççĕ.

Упи ял тăрăхĕнче ноябрĕн 3-мĕшĕнче базăлла кану центрĕ уçăлчĕ. Халăх лăках пуçтарăннă клубра. Капăрлатнă фойере ал ĕçĕсен “Ăшă кăмăлпа, ăшă туйăмпа” выставкине, сăн ÿкерчĕксен “Тĕлĕнтермĕш тĕнчи” куравне йĕркеленĕ. Килсе çитнĕ хăнасене Упи кану çурчĕн агитбригада членĕсем кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă уява Чăваш Республикин культура, национальность ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р. М. Лизакова, район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Я. Григорьев хутшăнчĕç. Хаваслă программăна “Клуб вальсĕ” юрăпа халăх пултарулăхĕн районти çурчĕн ĕçченĕсем уçрĕç. Ăшă сăмахсем, сĕнÿсем, ăнăçу сунса каланине чылай илтме тÿр килчĕ сăмах илекенсенчен. Юрă-кĕвĕ татăлмарĕ çак кун сцена çинчен. Упи ял тăрăхĕнче пурăнакансем, килнĕ хăнасем уяв концерчĕ курса савăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика