17 ноября 2009 г.
Нумай хваттерлĕ çуртсен айĕнчи çĕр лаптăкĕсене регистрацилесси паян нумайăшне интереслентерет. Унпа çыхăннă ыйтусене паян Федераллă регистраци службин Чăваш Республикинчи управленийĕнчи Л. А. Никифорова специалист хуравлать.
— Нумай хваттерлĕ çуртра манăн хваттер пур. Эпĕ халĕ çурт айĕнчи çĕр лаптăкĕн правине те илме май пурри çинчен илтрĕм. Кун валли манăн мĕн тумалла-ха?
— Пурăнмалли çурт-йĕр саккунĕпе килĕшÿллĕн, нумай хваттерлĕ çурт айĕнчи çĕр лаптăкĕ, ешĕллентернĕ тата тирпей-илем кÿнĕ вырăнти элементсем пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхĕн прави шучĕпе унти пÿлĕмсен харпăрлăхçисен харпăрлăхĕ пулса тăраççĕ.
Тĕрĕсрех каласан, нумай хваттерлĕ çуртри пÿлĕм харпăрлăхçи ку çурт айĕнчи çĕр участокĕн пай харпăрлăхĕн участникĕ пулса тăрать.
Право çырмалли йĕрке çакăнтан килет:
— нумай хваттерлĕ çурт вырнаçнă çĕр участокĕ тата ун йышне кĕрекен куçман пурлăх обăекчĕсем 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен йĕркеленнĕ тата ун пирки патшалăх кадастр учетне тунă пулсан, вăл нумай хваттерлĕ çуртри харпăрлăхçăсен пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхне куçать.
— енчен те çĕр лаптăкне йĕркелемен пулсан, нумай хваттерлĕ çуртри пÿлĕмсен харпăрлăхçисем хăйсен пĕрлехи пухăвĕн йышăнăвĕпе полномочи панă çын патшалăх влаçĕн е вырăнти хăй тытăмлăх органне ăна йĕркелеме ыйтса заявлени çырма пултарать. Çĕр лаптăкне йĕркелесе, ăна патшалăх кадастр учетне туса ирттернĕ хыççăн вăл нумай хваттерлĕ çуртри пÿлĕмсен харпăрлăхçисен пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхне куçать.
— Нумай хваттерлĕ çурт айĕнчи çĕр лаптăкĕн правине илме мĕнле документсем пухмалла, калăр-ха, тархасшăн?
— Нумай хваттерлĕ çурт айĕнчи çĕр лаптăкĕн пĕтĕмĕшле харпăрлăхĕн правине патшалăх регистрацийĕ тума сире çакăн пек документсем кирлĕ:
— пÿлĕмсен харпăрлăхçисен пĕрлехи пухăвĕн йышăнăвĕ (протокол), е пай харпăрлăхçисен пĕтĕм участникĕсен урăхла килĕшĕвĕ, нумай хваттерлĕ çуртăн пĕтĕмĕшле пурлăхĕ пирки пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхĕнчи пайсен правине палăртасси çинчен, нумай хваттерлĕ çурт пÿлĕмĕсен пĕтĕм пурлăхне мĕн пур пÿлĕмсен харпăрлăхçисем хăйсен представительне патшалăх регистрацийĕ тума полномочи пани çинчен пĕлтерекен йышăну;.
— нумай хваттерлĕ çуртра пÿлĕм правине илнине çирĕплетекен документсем;
— нумай хваттерлĕ çурт вырнаçнă çĕр участокĕн кадастр паспорчĕ. Ăна Чăваш Республикинчи “Çĕр кадастрĕн палати” ФПУра илме пулать.
Çĕр участокне 2005 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче, тĕрĕсрех Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне ĕçе кĕртнĕ хыççăн йĕркеленĕ пулсан, çаксем кирлĕ:
— патшалăх влаçĕн е вырăнти хăй тытăмлăх органĕ нумай хваттерлĕ çурт вырнаçнă çĕр лаптăкне йĕркеленине çирĕплетекен документсем;
— нумай хваттерлĕ çуртри пÿлĕмсен харпăрлăхçисен пĕрлехи пухăвĕ нумай хваттерлĕ çурт вырнаçнă çĕр лаптăкне йĕркелесси çинчен йышăнни (нумай хваттерлĕ çурт вырнаçнă çĕр лаптăкне Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне ĕçе кĕртиччен йĕркелемен пулсан).
— Эпир, нумай хваттерлĕ çуртри пÿлĕмсен харпăрлăхçисем, çурт айĕнчи çĕр лаптăкĕн правине илесшĕн, анчах та пурте пĕрле пухăнса Федераллă регистраци службин управленине пыма май çитерейместпĕр. Ку чухне мĕн тумалла-ха?
— Куçман пурлăх обăекчĕсен пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхĕн правине патшалăх регистрацийĕ тума çырнă заявленисене çаксем пама пултараççĕ:
— нумай хваттерлĕ çуртри пÿлĕмсен хăрпăрлăхçисем;
— нумай хваттерлĕ çуртри пÿлĕмсен харпăрлăхçисен представителĕсем, енчен те вĕсене çак правана доверенность çырса, харпăрлăхçăсен пĕрлехи пухăвĕн йышăнăвĕпе панă пулсан.
— Пĕрлехи пурлăхăн пĕтĕмĕшле харпăрлăхĕнчи пай виçин правине мĕнле палăртаççĕ?
— Харпăрлăхра тăракан пÿлĕмсен лаптăкĕн пропорцине кура палăртаççĕ. Ун виçине пурте е пÿлĕмсен уйрăм харпăрлăхçисем улăштарма пултараймаççĕ, ăна суд йышăнăвĕпе çеç улăштараççĕ.
— Нумай хваттерлĕ çурт айĕнчи çĕр лаптăкĕн пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхĕн правине патшалăх регистрацийĕ тума патшалăх пошлини мĕн чухлĕ тÿлемелле?
— Мĕн пур категорири тÿлевçĕсен 50 тенкĕ кăларса хумалла.
— Нумай хваттерлĕ çурт айĕнчи çĕр лаптăкĕн пĕтĕмĕшле пай харпăрлăхне патшалăх регистрацийĕ тума мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ?
— Календарьлĕ 15 кун хушшинче туса ирттереççĕ.