13 ноября 2009 г.
Кашниех хăйсен ачисене çĕр-шыва юрăхлă çын туса ÿстерес тесе тăрăшать. Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче чылайăн пуçтарăннă. Вĕсем хушшинче паян-ыран салтак тумне тăхăнма хатĕрленнĕ каччăсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем.
Пуçтарăннисем умĕнче Чăваш Республикинчи Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсен çар комиссариачĕн пĕрремĕш уйрăм ертÿçи Владимир Михайлович Ижедеров тухса калаçрĕ, "салтак" ятне илме хатĕрленекен каччăсене повестка пачĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ, районăн хисеплĕ гражданинĕ Михаил Прохорович Прохоров çамрăксене такăр çул сунса сăмах каларĕ, салтак пурнăçĕнчи çăмăл мар ĕçре ырлăх-сывлăх сунчĕ. Пулас салтаксене район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Ю. Иванов саламларĕ. Красноармейски районĕпе 29 яш каччă алла повестка илме пултарчĕ.
Пуçтарăннисене саламласа халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче вăй хуракансем концерт кăтартрĕç.