13 ноября 2009 г.
Паян Шывпуç тăрăхĕнче — “Ял пурнăçĕ” хаçатăн кунĕ.
Асăннă тăрăхăн историйĕ пуян. 4 çул вĕренмелли шкул Халайпуçĕнче 1906 çулта уçăлнă. Шывпуçĕнчи тулли мар шкул вара 1917 çулта ĕçлеме пуçланă. Кунта 30 çул ытла директорта ĕçпе вăрçă ветеранĕ Ананий Абрамович Абрамов вăй хунă.
Халь Шывпуç тăрăхĕнчи виçĕ ял тулли мар яваплă “Восток” пĕрлешĕве кĕрет. Тăрăх ятлă-сумлă çынсене пăхса çитĕнтернĕ. Акă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăррăн пуç хунă чăваш сăвăçи — Василий Никитин (Васькин) Шывпуçĕнче çуралнă.
Çеçпĕл Мишши сăвăçăн амăшĕ — Агафия Николаевна та çакăнтан тухнă.
Çавăнпа пĕрлех Геннадий Алексеев — ветеринари ăслăлăхĕсен, Григорий Алексеев — техника ăслăлăхĕсен докторĕсем, профессорсем.
П. Анисимов механизатор — “Хисеп палли”, А. Васильев водитель — “Ĕç мухтавĕн”, И. Максимов колхоз председателĕ “Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав” — орденĕсен кавалерĕсем.
Пархатарлă ĕçре çĕр-шывăн сумлă орденĕсемпе медалĕсене тата ытти наградăсене тивĕçнисем Шывпуç тăрăхĕнче вуншарăн.
Паян Шывпуçĕнчи кану центрĕнче иртекен “Ял пурнăçĕ” хаçатăн кунне те ĕçре палăрнă çынсем хутшăнаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ — хаçатăн çывăх, уйрăлми тусĕсем.