13 ноября 2009 г.
Тĕрленчĕк
Шывпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта уроксем вĕçленнĕ ĕнтĕ. Ачасем те килĕсене саланнă.
Татьяна Николаевна Гавриловапа Наталия Валентиновна Хрусталева — пуçламăш классене пĕлÿ паракансем васкамаççĕ-ха. Вĕсем пĕр класри пукансем çине юнашар, çума-çумăн вырнаçнă та, ыранхи уроксене тишкереççĕ. Иккĕшĕ пĕр шухăш-кăмăлпа калаçни коридорта саланать.
— Район хаçатне çырăнса илетĕр-и — тăруках ыйтрăм вĕсенчен. — Чăрмантарнăшăн каçарăр.
— Иксĕмĕр те килсенче хаваспах çырăнса илетпĕр. Вуламасăр пурăнма хăнăхман, — йăл кулăпах хуравларĕ Т. Гаврилова. — Епле-ха вăл район хыпарçисĕр.
Асăннă шкул йышĕнче халь — 8 вĕрентекен, 56 ача пĕлÿ пухать. Апла пулсан, Татьяна Николаевна Гаврилова вĕрентекен сăмахĕсене усă курса, манăн çапла калассăм килет: “Епле-ха вăл район хыпарçисĕр?..”