13 ноября 2009 г.
Тĕрленчĕк
Çĕньял Чуракассинчи Садовая урамра ăна ватти-вĕттипех “Санюк аппу” теççĕ. Кăçалхи апрель уйăхĕнче сакăр вуннă тултарчĕ Александра Гавриловна Гаврилова.Тăхăр ача çуратнă. Пĕри — иккĕмĕшĕ — Валерий вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Упăшки — Миша — 54 çултах вилнĕ унăн. Сăпайлă çын пулнă. Пĕр пĕччен хăрах çунат айĕнче пăхса çитĕнтер-ха ачасене. Тата йышлăн-çке...
Çавăнпа та 4 хĕр те 5 ывăла çын ретлех пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн çине тăнă. Хуçалăхри вак-тĕвек ĕçсене хутшăннипех лăпланман хĕрарăм.
— Фермăра ĕçĕ çăмăлах пулман, паллах. Укçи-тенкине те тÿленĕ, тырри-пуллине те ытларах панă. Сыснасемпе сурăхсем те пăхнă, лаша витинче те ĕçленĕ, — хăй калассине пытармасть Санюк аппу. — Пĕтĕм сывлăха вăй-хала ачасемшĕн панă.
А. Гаврилова ачисене пÿрнесем çине хурсах, ят-хушаматпах асăнчĕ. Акă чи асли — Римма, иккĕмĕшĕ — Валерий, ун хыççăнхисем — Толик, Рита, Рена, Славик, Раиса, Коля тата Саша. Санюк аппу килĕнче Саша çемйипе пурăнать. Кинĕпе — Вальăпа, вăл Вăрнар районĕнчи Услантăр Енĕшрен, мăнукĕсемпе — улттăри Кирилпа, иккĕри Лизăпа савăнмаллипех савăнать.
— Эсир Красноармейскинчи Николай Никонорова аван пĕлетĕр вĕт. Юрăç-композитор вăл. Мăшăрĕпе — Антонинăпа — Мишăпа Екатеринăна пăхса ÿстереççĕ, — тет А. Гаврилова. — Сывлăх пултăрччĕ ачасене — мăнуксене.
Пĕтĕмпе çирĕм мăнук ытла тата мăнукĕсен 23 ачи Санюк аппун.