13 ноября 2009 г.
Шывпуçĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хирĕнче пуç хунă Василий Никитин (Васькин) салтак-сăвăçа сума суса хунă урам пур. Çавăнтах — вăл çуралса ÿснĕ кил-çурт та. Унтан пĕр кил урлă анаталла вăрçă ветеранĕ Петр Егорович Егоров пурăнать. 1922 çулхи майăн 7-мĕшĕнче çуралнă вăл. Мĕн çамрăкранах район хаçатне çырăнса илет.
Эпĕ çамрăках мар ĕнтĕ. Çулпа илсен арçынсенчен — чи ватти. Сывлăх енчен хальлĕхе аптрамастăп-ха. Çавах та ватăлатпăр вĕт. Мĕн тăвăн? Вăй-хал куллен чакнине çирĕпех туятăп. Мăшăр çĕре кĕни тахçанах. Антонина Петровнапа икĕ ывăл çуратса çитĕнтертĕмĕр. Пăхаççĕ ывăлсем. Надюш ятлă йăмăк та хуларан килсех çÿрет.
1940—1946 çулсенче салтакра пултăм. Манăн çав пурнăç Инçет Хĕвел Тухăçпе çыхăнчĕ. Вăрçă хыççăн çул Шупашкарти учительсем вĕрентсе хатĕрлекен института илсе çитерчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи Лапрари шкулта историпе географи предмечĕсемпе пĕлÿ патăм. Ытти çулсенче хамăн кун-çула парти ĕçĕпе, ун хыççăн Шывпуçĕнчи шкулпа çыхăнтарнă.
Манăн “Милитаристла Японине çĕнтернĕшĕн” медаль, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ пур.
“Ял пурнăçне” Шупашкарта учитель пулма вĕреннĕ чухнех çырăннă. Халĕ те тахçанхи сарăхнă, тусан витĕрех каснă кивĕ хаçатсене вулатăп. Куçлăхсăрах...