АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Килсе курăр хăнана...”

13 ноября 2009 г.

 

Интервью

Вăрманкас Чуракассинче ял варринчех, кирпĕчрен купаланă, капмар çурт ларать. Хăтлă, пысăк вăл. Тĕрĕссипе кунашкал кермен пĕчĕк ялта урăх çукрах. Кам пурăнать-ши çакăнта? Людмила Павловна Иванова, иккен. Ара, “Ял пурнăçĕ” хаçатăн активлă обществăлла корреспонденчĕн — Туçи Чуракассинче çуралнă Геннадий Павловăн йăмăкĕ вăл.

— Сире унччен таçта курнă пек эпĕ. Палланă пит-куç, кăмăллă сасă...

— ыйтуллă пăхрăм вăтам пÿ-силлĕ хĕрарăм çине. — Çаплах вĕт?..

— Пĕлмесĕр. Аса илĕр-ха, Шывпуçĕнчи кану центрĕнче курнăçнăччĕ иксĕмĕр. Геннадий Павлович Павловăн йăмăкĕ пулатăп эпĕ. Геннадий — чи асли, ун хыççăнхи — эпĕ, виççĕмĕшĕ — Пĕчĕк Супарти Галя.

Вăрманкас Чуракассине 1955 çулта качча тухрăм. Аркадий Иванов вĕрентекенĕн Генрих шăллĕн арăмĕ пулса тăтăм. Тракторпа ĕçлетчĕ. Канăçсăр çынччĕ. Тăруках чирлесе кайрĕ те 51 çултах çĕре кĕчĕ. Кăçал мăшăр вилнĕренпе октябрь уйăхĕнче 20 çул çитрĕ.

— Людмила Павловна, эсир çулпа çамрăках та мар пулĕ-ха? Çак кермене епле майпа хăпартса лартма тата хута яма вăй-хал çитертĕр?

— Кунта чăнлăхне ачасенчен тытăнмалла пуль. Юратнă упăшкапа икĕ хĕр те виçĕ ывăл çуратрăм. Шел, пĕр хĕрне упраймарăмăр. Халь аслă хĕрĕмпе пĕр ывăлĕ çемйисемпе Мускавра пурăнаççĕ. Манăн ывăлсем — Саша, Сергей тата Виталий. Çĕнĕ кил-çурта çĕклекенни Сергей ĕнтĕ. Шупашкарта пĕр строительство организацийĕнче вăй хурать. Кăçалхипе пиллĕкĕмĕш çул хĕл каçатăп çакăнта. Пурнăçламаллисем чылай. Блокран çĕнĕ мунча та хăпартса лартрĕ-ха çуртпа пĕрлех. Сăмах май, Сергей Патăрьел районĕнчи Алманчă хĕрне — Гальăна — качча илнĕ. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Тĕрĕссипе манăн — сакăр мăнук.

— Ноябрь (чÿк уйăхĕ) сирĕн пурнăçра тепĕр ырă йĕрпе палăрать, теççĕ?

— Ноябрĕн 28-мĕшĕ эпĕ хам çут тĕнчене килнĕренпе 75 çул çитнипе палăрать. Килсе курăр хăнана... — алă тытсах сывпуллашрĕ Геннадий Павлов йăмăкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика