АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк хаçат-журналтан ютшăнать

13 ноября 2009 г.

 

Çăмăлах мар професси пирĕн. Çын аллинчи кукăль пысăкрах теççĕ те çавах та хамăн ĕçри ырă пулăмсемпе тата вĕсемшĕн çине тăнă самантсемпе мухтанатăп эпĕ. Куллен ĕçлĕ кунсенче яланах çул çÿревре. Куллен вулакансем хушшинче. Канмалли кунсенче те çынсемпе юнашар. Ватти-вĕттипех тĕл пулатăн вĕт.

Мана Шывпуç тата Вăрманкас ялĕсене çирĕплетсе панă. Миçе киле хаçат-журнал валеçет тетĕр?.. Мĕн пурĕ участокра 200 ытла çемье тĕрлĕрен хаçат-журнал вулать. Унпа пĕрлех почтальонка халь — ялти лавккари сутуçă вырăнĕнчех. Сумккăра хаçат-журналпа пĕрлех вырнаçма пултаракан тавар та вырăн тупать. Тепĕр чухне вăл е ку тавара заявкăпа васкавлă илсе пырса пама та лекет. Уйрăмах ватăсем пулăшу ыйтаççĕ. Хăшĕ-пĕри, каçарăр та, ача вырăнĕнчех, хăвăрт кÿренет вĕт.

Район хаçатне çырăнтарассипе епле ĕçлетпĕр-ха? Хальлĕхе, те хамăр ытлах çине тăманнипе-ши, “Ял пурнăçне” пĕтĕмпе те 14 çемье çеç илсе вулать. Çыннисем куç умĕнчех ватăлаççĕ, çамрăк йыш, мĕн тăвăн, хаçат-журналтан ютшăнать.

Манăн район хыпарçипе уйрăмах туслă, уйрăлми çыхăну тытакан çынсене ят-хушаматпах асăнас шухăш-кăмăл пур. Эпĕ почтальонкăра 20 çул ытла ĕçленĕ хушăра, акă, Шывпуçĕнчи Петр Егоров, ялти арçынсенчен чи ватти вăл, район хаçатне çулленех çырăнса илет. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 87 çулта ĕнтĕ. Чернобыльти аварире пулнă Юрий Васильевпа унăн мăшăрĕ Елизавета Васильева, тивĕçлĕ канăва тухиччен Шупашкарти машзаводра вăй хунă, Вăрманкас Чуракассинчи икĕ Йăван Александровсем — “Ял пурнăçĕн” уйрăлми тус-юлташĕсем.

Халь 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн хаçат-журнал çырăнса илмелли тапхăр пырать. Пирĕн çыхăну уйрăмĕ çырăнтару кампанине кÿлĕнчĕ ĕнтĕ. Эпĕ паянхи кун çынсем хушшинче, район хаçатне ĕнтĕ, 11 экземпляр сартăм.

Пирĕн тĕллев — ăна кашни 100 кил пуçне ытларах çырăнтарасси, кашни çемьене хаçат-журналпа туслă пултарасси.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика